04 июня 2014 г.
Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вут-кăвар тухас хăрушлăх уйрăмах ỹсет. Çакă пурне те тимлĕ, асăрхануллă пулма хистет. Анчах çакна пур чухне те асра тытмастпăр. Инкекĕн вĕçĕ вара кайран курăнать. Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа, районта ултă пушар тухнă, вĕсенче виçĕ çурт-йĕрпе хуралтă çунса кайнă, виççĕшĕ самаях сиенленнĕ. Тăкаксем сахал мар - 227000 пин тенкĕ таранах. Çавăн пекех, вут-кăварта пĕр çын шар курнă. Пушарсен сăлтавĕсем мĕнре-ха? Вĕсем тĕрлĕрен, ытларахăшĕ - хамăрăн тимсĕрлĕх. Пĕрремĕшĕ - электрооборудовани юсавсăр пулни. Кун пек тĕслĕхсем - виççĕ. Вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе çыхăннă тĕслĕхсем - иккĕ. Пĕри вара - ятарласа вут чĕртсе тивертни. Пушарсем ытларах ăçта тухнă-ха? Пуринчен те ытларах - Шăмăршă ял тăрăхĕнче. "Хĕрлĕ автан" Палтиел, Кивĕ Чукал, Палтиел ял тăрăхĕсенче те пĕрер хут алхаснă. Вут-кăвар ан тухтăр тесен мĕн тумалла-ха? Вăрманта кăвайт ан чĕртĕр, çурт-йĕри таврашĕнче çỹп-çапа ан çунтарăр. Çавăн пекех, юраман çĕрте пирус-сигарет тивертме ан васкăр, пирус тĕпĕсене, шăрпăка лайăх сỹнтерсе çеç пăрахăр. Шăрпăк та ачасем çитме пултарайман вырăнта упрантăр. Ĕçлекен электроприборсене те никамсăр пăрахса хăварма е ачасене çеç шанса хăварма кирлĕ мар. Çут çанталăк газĕпе йĕркене пăсса усă курни те инкек патне илсе çитересси пирки манас марччĕ. Тепĕр сĕнỹ: кивелнĕ электропроводсене те вăхăтра улăштармалла. Вут-çулăм тухсанах ун çулне вăхăтра пỹлме шыв тултарнă савăтсем, ятарлă хатĕрсем пулăшаççĕ. Кашни ялтах каç хуралĕ пулни те лайăх. Пушар тухнине асăрхасан, ăна хăвăр вăйăрпа сỹнтерме май килмесен, çийĕнчех 01 телефонпа шăнкăравлăр. Инкек пирки кĕсье телефонĕпе 112 номерпе тỹлевсĕрех пĕлтерме те май пур.
И.КРЫЛОВА, ВДПОн районти уйрăмĕн председателĕ.