Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Зарницăпа" "Орленок" - юратнă вăйăсем

04 июня 2014 г.

"Зарницăпа" "Орленок" - юратнă вăйăсем

 Июнĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршăра ачасемпе çамрăксен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Вĕсене районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи 9 команда хутшăнать. Çарпа спорт вăййисене савăнçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕн представителĕсем П.Г.Васюков, А.П.Шулепов тата П.И.Иванов, Шăмăршăри Рождество Христова чиркỹ настоятелĕ Николай атте хутшăнчĕç, юнармеецсене çар вĕренĕвĕпе спортра ăнăçу сунчĕç. Вăйăсен пысăк пайĕ "Туслăх" спорт комплексĕн территорийĕнче иртет. Юнармеецсен вăййи паян вĕçленет.

С.ГАЛКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика