04 июня 2014 г.
Геннадий Кузьмин Раççей çарĕнчи службăна иртнĕ кĕркунне кайнă. Яштака пỹллĕ, çирĕп вăй-халлă, спортпа туслă çамрăка Шалти ĕçсен çарĕнче хапăл тусах йышăннă. Гена кĕске вăхăтрах чаçри çар вĕренĕвĕнче палăрнă, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнă. Нумаях пулмасть Геннадий Кузьминпа унăн юлташĕсен службăпа çар заданине пурнăçлама тивнĕ. Çак пысăк яваплă ĕçре професси ăсталăхĕ, чăтăмлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн Геннадие чаç командирĕ М.Калупин полковник Тав çырăвĕпе чысланă. Çакăн пек çыру унăн Шăмăршăра пурăнакан ашшĕпе амăшĕ патне те килнĕ. Геннадийĕн ашшĕ - А.Кузьмин - хăй вăхăтĕнче Совет çарĕнче службăра тăнă, Сывлăш Çар Вăйĕсен (ВВС) отличникĕ пулнă. Аслă ывăлĕ Саша çарта десантник пулнă, вăл та "ВДВ отличникĕ" ята тивĕçнĕ. Паллах, Шăмăршă йĕкĕчĕсем çар службинче ырă тĕслĕх кăтартнинче район центрĕнчи вăтам шкул коллективĕн тỹпи те пысăк.
С.ИВАНОВ.