Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа парсан, упа та ташлать…

07 июня 2014 г.

Шăмăршă автостанцийĕ шавласа-кĕрлесе çеç тăрать. Уяв вăхăтĕнче халăх яланах йышлă: пурте ăçта-тăр каятпăр, ăçтан-тăр таврăнатпăр, кама-тăр ăсататпăр, кама-тăр кĕтсе илетпĕр... Акă Чукалтан килсе çитнĕ автобусран ахлатса-мĕкĕçленсе ватă хĕрарăм анса юлчĕ. Ах тур-тур, миçе сумкка-ши ун? Пиллĕк-улттă е ытларах та-и? Лере тăванĕсем лартса янă ĕнтĕ, кунта çак çыхăсемпе çитес çĕре мĕнле çитсе ỹкмелле? Çывăхрах вуннăри-вун иккĕри арçын ачасемпе хĕр ачасем утса иртеççĕ. Автостанци çумĕнчи кафене мороженăй туянма килнĕ пулас вĕсем. - Ачамсем, тархасшăн мана Космовский урамне çитме пулăшăр! -  чунтан ыйтрĕ ватă çын. -  Юнашар урам пулин те, сумккасене йăтма йывăр. - 200 тенкĕ! - терĕ юлташĕсенчен çỹллĕрех арçын ача. - Укçа юлмарĕ çав, канихвет парăп, - çамрăксене ỹкĕте кĕртесшĕн пулчĕ ватă çын. - Канихвет парса урăххисене йăттар, эпир ашак мар! - терĕç те арçын ачасемпе хĕр ачасем, ахăлтатса кулса хăйсен çулĕпе малалла васкарĕç... Пулăшрăм-ха эпĕ ватă çынна, анчах чунра çав-çавах ырă мар туйăм юлчĕ. Ĕлĕкрех пĕрре те апла марччĕ вĕт-ха: пĕр-пĕрне, уйрăмах ватă çынсене пулăшассине эпир хисеплĕ тивĕç тесе шутланă. Çынпа çын пурăнать: пĕрре эс пулăшан, тепрехинче сана та пулăшĕç. Çакăн пек пулма пире атте-анне вĕрентетчĕ, хамăр ачасене те ырă кăмăллă пулма ăс парса ỹстертĕмĕр. Халĕ вара мĕнле ăру çитĕнет-ши? Укçасăр нимĕнле ĕç те тăвасшăн мар: урамра шуса ỹксе уруна хуçсан та, васкавлă пулăшăва чĕнмешкĕн Турă ячĕпе тархасласан та укçа ыйтĕç... Ачасен ушкăнĕнчен çитĕннисем патне таврăнар-ха. Хамăртан тĕслĕх илмеççĕ-и-ха çамрăксем? Паян çул çинче автомашину çĕмĕрĕлсе ларсан та укçа памасан пулăшмĕç. Енчен те укçу çук пулсан, хĕлле шăнса вилес хăрушлăх та пур. Ĕлĕкрех çурт-хуралтă çĕкленĕ чух е ытти пысăк ĕç тума чĕннĕ нимене çур ял пуçтарăнатчĕ, паян тăванусем те тỹлевсĕр ĕçрен пăрăнса юлмалли сăлтав шыраççĕ. Курмаççĕ-им çакна çамрăксем? Паллах, кураççĕ, паян укçа Патша пулса тăнине, çынлăхпа чунлăх манăçа юлнине ăнланаççĕ. Ăçта, мĕн патне çитсе ỹкĕпĕр капла? Мĕншĕн тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине мантăмăр, мĕншĕн чун ăшши сỹнсе-сивĕнсе пырать? Хаклă вулаканăм, çывăх тăванăм! Эпĕ çĕкленĕ ыйтусем тăрăх хаçатра уçă калаçу пуçарас шухăш пур. Çырăр, кĕрсе тухăр, шăнкăравлăр редакцие. Тен, пĕрлехи вăйпа мĕнле те пулин ырă ĕç тума пултарăпăр. Чунсене сивĕ пăрпа хупланма парас марччĕ, ял-йышăм!

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика