Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртмасан, çĕр хут лайăхрах!

07 июня 2014 г.

Туртакан çыннăн ỹпкинче çулталăкра 210 грама яхăн табак сăмали пуçтарăнать. Ку вăл пĕр стаканран та ытларах. Усал йăла чĕре чирĕсемпе е инсультпа вилес хăрушлăха икĕ-тăватă хут ỹстерет. Сигарет туртни çавăн пекех вар-хырăм е пыршă ракĕн, остеопороз, çăвар ăш-чиккинчи усал шыçă, шăк хăмпин чирĕсем патне илсе çитерме пултарать. Табак тĕтĕмĕ ăс-тăна кирлĕ пек ĕçлеме чăрмантарать, вăл е ку пулăм асра юласси чакать. Çамрăклах сигарет енне туртăннисем вăй-хал тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек аталанаймаççĕ, вĕсен ỹпки тата чĕри сывă мар, вар-хырăм чирĕсем пуçланаççĕ. Ученăйсем каланă тăрăх, çуртра ашшĕ туртать пулсан ачисем те сиен кураççĕ. Табак тĕтĕмĕ çирĕпленсе çитмен организмри усăллă холестерин (вăл чĕре чирĕсенчен хỹтĕлет) виçине чакарать. Туртма пăрахма пулать, пурте хăвăртан çеç килет. Çирĕп характер кăтартса, вăй-хал çитерсе: "Çук, урăх туртмастăп!" тесе калар. Апат-çимĕç рационĕнче РР витаминпа пуян апатсем: çĕр улми, кишĕр, çăкăр, пĕвер яланах пулччăр. Никотинамид пур витаминсем ĕçĕр. Паллах, спортпа туслă пулăр, яланах çĕкленỹллĕ кăмăлпа çỹрĕр.

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика