Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул илемлĕхе вĕрентет

07 июня 2014 г.

 Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта "Ташлакан шкул"проект пурнăçа кĕрет. Проектăн тĕп тĕллевĕ -  массăллă ташă урлă хăвна ху тыткалассин тата культура хутшăнăвĕсен никĕсне йĕркелесси. Пĕтĕмлетỹ мероприятийĕ "Ташлакан шкул", "Проектăн никĕс площадки" тата "Dancebattle" номинацисемпе Шупашкарта иртрĕ. Судьясен коллегине чи лайăххисене суйласа илме çăмăл пулмарĕ. Кĕçĕн ỹсĕмрисем хушшинче Шăмăршă шкулĕнчи "Фламинго" ушкăнри Елена Мердеева иккĕмĕш, аслăрах ỹсĕмрисем хушшинче çак ушкăнри Юлия Матросова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. "Пĕррене пĕрре" конкурс ("Dancebattle" номинаци) çĕнтерỹçисене Дипломсемпе чысларĕç. "Ташлакан шкул" тата "Никĕс площадки" номинацире Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. 

В.КУЗЬМИНА, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти "Ташлакан шкул" проект ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика