07 июня 2014 г.
Кăçал - Культура çулталăкĕ. Районта та культурăна аталантарас ĕçре витĕмлĕ тỹпе хывнă çынсем сахал мар - вĕсене яланах ырăпа çеç аса илеççĕ. 1982-2005 çулсенче Шăмăршăри централизациленĕ библиотекăна А.Максимова ертсе пынă. Сахал мар ырă улшăнусем пулнă кунта çак тапхăрта. Ялти библиотекăра, район администрацийĕн культура пайĕнче ĕçлесе пуян опыт пухнă Александра Васильевна ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнă. Хусанти культура институтне пĕтернĕскер, вăл Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне те тивĕçнĕ. Хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтнă Александра Васильевна. Çавна май библиотекăпа вулакансем хушшинчи çыхăну палăрмаллах лайăхланнă. Сăмах май кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ: А.Максимова тăрăшнипе, çине тăнипех библиотека вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе традициллĕ мар меслетсемпе ĕçлеме пуçланă, тỹлевлĕ пулăшу парасси йăлана кĕнĕ, предприятисемпе тата организацисемпе килĕшỹсем тунă. Шăмăршăри тĕп библиотека республикăри "Библиотекăна рекламăла", "Çăл куçсем патне таврăнни" смотр-конкурссенче ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăннинче А.Максимован тỹпи те пĕчĕк мар. Библиотекăна çавăн пекех "Чи лайăх библиотека" Дипломпа та пĕрре кăна мар чысланă. Александра Васильевна тăрăшнипе библиотекăн пурлăхпа техника бази те самаях çĕнелсе пуянланнă, кĕнекесен фондне комплектлас, кадрсем суйласа илес, вĕсене вĕрентес ĕçсем те лайăхланнă. Библиотекăра нумай çул хăрарăмсен "Пурнăç çулĕ" клубĕ ăнăçлă ĕçленинчен те пăрăнса иртме çук. Ăна пуçарса-йĕркелесе яраканĕ те Александра Васильевнах. Район пĕлтерĕшлĕ мероприятисене те ăста йĕркелеме пултарнă вăл. Çакна та палăртса хăвармалла: Шăмăршăри централизациленĕ библиотека республикăра чи малтан модельлĕ библиотекăсен шутне кĕнисенчен пĕри. Тивĕçлĕ канура халĕ Александра Васильевна. Апла пулин те вăл тăван коллективпа çирĕп çыхăну тытма тăрăшать. Унăн сĕнỹ-канашĕсем пуриншĕн те яланах усăллă.
И.ТИМОФЕЕВА.