Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă савăнтарĕ

07 июня 2014 г.

 Кăçалхи Акатуйăн концерт программине хатĕрленĕ чух чăн малтан ялсенчи талантсене тупса палăртас, вĕсене уяв сцени çине кăларас тĕллеве тĕпе хутăмăр. Чăннипех те пуян çав пултаруллă çынсемпе пирĕн сăваплă Шăмăршă тăрăхĕ! Ватти те, вĕтти те юрлама-ташлама юратать, халăх фольклорĕ те аталансах пырать. Васан ял тăрăхĕнчи Валентинăпа Иван Тихоновсем акă "Ватăлмасть-мĕн юрату" юрра юрлама кăмăл турĕç. Карапай Шăмăршă хут купăсçисем те Акатуя илем кỹрĕç. Пуянкассинчи "Аххаяс", Васанти "Виçял", Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав", Палтиелĕнчи "Çăлкуç" тата ытти фольклор ушкăнĕсем те -  халăх юратакан коллективсем. Акатуй сцени çинче эпир Елена Воронцова, Николай Иванов, Лия Альда, Николай Долгов, Нина Мульдиярова, Иван Медведев, Николай Безруков, Елена Чуракова, Зинаида Герасимова тата ытти юрăçсене курăпăр, алă çупса тав тăвăпăр. "Антонина", "Ивушки", "Фламинго" тата ытти ташă ушкăнĕсем те Акатуй чапне çĕклĕç. Килсе курăр уява, Акатуй пурне те çав тери пысăк савăнăçпа киленỹ парнелĕ!

А.ПЕТРОВА, районти культура аталанăвĕн центрĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика