07 июня 2014 г.
Вил тăпри йĕри-тавра тытакан пĕчĕк картасем, типсе-шупкалса кайнă чечек кăшăлĕсем, пластик савăт-сапа... Çак ỹкерчĕке эпир масар çинче мар, автомобиль çулĕ хĕрринче куратпăр. Çапла майпа тăванĕсем автоаварисенче вилнисене асăнаççĕ, вĕсене ĕмĕр асра тытас тесе çул аяккине пĕчĕк палăксем лартаççĕ. Паллах, çакă пĕрре те илемлĕ мар. Масар атрибутики водительсен психикине хĕсет - палăксемпе чечек кăшăлĕсем çине пăхса пырса çĕнĕ авари те пулма пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев çак кунсенче ирттернĕ ĕçлĕ планеркăра çул хĕрринче саккунсăр туса лартнă сооруженисене илсе пăрахмалли пирки хыттăн каланă. "Çул хĕррисене йĕркене кĕртмеллех!" - тенĕ Михаил Васильевич. Кунта сăмах ритуал палăкĕсене пуçĕпех тустарасси çинчен пымасть. Вĕсене çул тума çĕр уйăрнă вырăнтан (полоса отвода автодорог) 10-15-метр аяккарах вырнаçтарма сĕнеççĕ. Çул тума çĕр уйăрнă вырăнта çул-йĕр паллисемпе çул-йĕр сервисĕ валли кăна ирĕк параççĕ. Çавна май "Чăвашавтодор" ОАО çул хĕрринчи палăксен хуçисене, аварире вилнисен тăванĕсене çак мероприяти пĕлтерĕшне ăнланса йышăнма, çывăх кунсенчех ритуал атрибутикине çул хĕрринчен аяккарах вырнаçтарма е илсе пăрахма чĕнсе калать. Енчен те нимĕнле улшăну та çук пулсан, çул тăвакансем çак ĕçе хăйсен вăйĕпе тăваççĕ. Хальлĕхе "Чăвашавтодор" 52 палăка урăх вырăна куçарнă, çывăх вăхăтра тата 117 палăка куçарма палăртнă. Çул хĕррине палăк лартас йăла тĕнчери урăх пĕр çĕр-шывра та çук иккен. Масар çинче çеç вырăн тупмалли çак атрибутика çулпа иртекен мĕн чухлĕ çын кăмăлне хуçмасть-ши? Ырă кăмăл-туйăм çухалать, ахаль те савăнăçлах мар пурнăçăмăр тата та тĕксĕмленет. Çынсем вилнĕ пур вырăнта та палăк лартас пулсан, утса çỹреме те вырăн сахал пулĕччĕ. Больница картишĕ вара чăн-чăн пысăк масара çаврăнĕччĕ. Çавăнпа та Федераци саккунĕпе çул-йĕр службин СНиПĕ хушнине пурнăçламаллах. Вилнисене чĕртсе тăратаймăпăр, чĕррисен вара малалла пурăнмалла.
С.ИВАНОВ.