07 июня 2014 г.
Ял ĕçченĕшĕн нихăçан та канăç çук, уйрăмах - çуркунне. Ахальтен мар халăхра ĕлĕкех çапла каланă: "Çурхи кун çулталăк тăрантарать". Çавна май ĕççи хыççăн уявсем ирттересси те йăлана кĕнĕ: çынсем ĕçсем вĕçленнĕ май ушкăнпа пухăнса пĕрле канаççĕ, савăнаççĕ. Юрра-ташша ăста çынсем вара кашни ялтах сахал мар - артистсем аякра тăччĕр! Карапай Шăмăршăра пурăнакансем пирки те çакнах каламалла. Çакна ял уявĕ те лайăх çирĕплетрĕ. Ватти-вĕтти, çамрăксем пухăнчĕç уява. Унта, юрă-ташăсăр пуçне, спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Футбол турнирĕ уйрăмах хĕрỹ иртрĕ. Ял çамрăкĕсем, шкул ачисем, спорт ветеранĕсем хăйсен хушшинче кам вăйлăраххине çивĕч тупăшура татса пачĕç. Уява районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, организацисемпе учрежденисен ертỹçисем те килнĕ. Ялти чи маттур та ĕçчен çынсем Хисеп грамотисемпе Дипломсене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Паллах, парнесем те сахал мар пулчĕç. Сутуçăсем те çынсене хаваспах тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Хурансенче пăсланакан шỹрпепе пулă яшкин тутлă шăрши те сăмсана кăтăкларĕ. Каçченех тăсăлчĕ ял уявĕ, унпа пурте кăмăллă юлчĕç.
В.ДЕНИСОВ.