Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Паттăр Корнил", - тетчĕç ăна механизаторсем…

07 июня 2014 г.

Хăш-пĕр çынсем, мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ пулсан та, асран тухмаççĕ. Ырă çынсем уйрăмах манăçмаççĕ, пире хăйсем пек сăпайлă та тỹрĕ кăмăллă пулма хавхалантарнăн туйăнать. Анат Чаткасри "Восход" колхоза каяс пулсан эпĕ яланах Корнил Васильевич Воробьев фронтовикпа тĕл пулма тăрăшаттăм. Çук, орденпа та, хисеплĕ ятпа та чысламанччĕ ăна, çапах та маншăн вăл пысăк авторитетчĕ. Корнил Васильевич ĕлĕкхи пурнăç çинчен, вăрçă çинчен сехечĕпех каласа пама пултаратчĕ. Районти чăн малтанхи трактористсенчен пĕри пулнă май (Шăмăршăри МТС çумĕнчи курсра 1938 çултах вĕреннĕ), К.Воробьев хăй ĕçленĕ çулсенчи колхоз председателĕсене, бригадирсене, механизаторсене ăшă кăмăлпа аса илетчĕ. Патвар та тулли кĕлеткеллĕскер, НАТИ трактор рукояткине хăрах алăпа вăр-вар çавăрни, юлташĕсене те трактор двигательне хускатма пулăшни çинчен кула-кула каласа паратчĕ. - Эпĕ нихăçан та алла алсиш тăхăнман, -  тетчĕ Корнил Васильевич. - Юн вĕресе тăнă чухне кам шăнтăр? Калама кăна вĕт: йĕкĕт чухнех 100 килограмм ытла таяттăм! Ăçта йывăр ĕç, йывăр япала йăтмалла, мана чĕнетчĕç. Апатне те икĕ çыншăн çинĕ ĕнтĕ. 1942 çулхи çу кунĕсенче К.Воробьева МТСри юлташĕсем фронта ăсатаççĕ. 27-мĕш десант полкĕнче миномет расчечĕн командирĕ пулать паттăр Корнил. Ленинград хулине тăшманран хỹтĕлеме, хăрушă блокадăна сирсе яма хутшăнать. Артобстрел вăхăтĕнче икĕ уринчен те йывăр амантаççĕ. Çапăçу хирĕнченăна икĕ санитар аран-аран сĕтĕрсе тухаççĕ. Саратов облаçĕнчи çар госпиталĕнче чылай хушă сипленнĕ хыççăн, "çапăçакан çара кайма юрăхсăр" тесе, килне яраççĕ. ... Пăва станцине çар эшелонĕ çитсе чарăнсанах, йывăр аманнисене наççилккепе йăтса çĕре антараççĕ. Корнила кĕтсе илме хăйсен ялĕнчи ватă çынсем килнĕ. Хĕрỹ вăхăтра колхозра лаша тупайман, вара алăпа туртмалли урапа çине лартса, хирти çулсемпе аманннă салтака килне илсе çитереççĕ. Ял сывлăшĕ сиплĕ пулнипе-и, кунне çур витре ытла (юрать-ха, хуçалăхра ĕне пулнă) сĕт ĕçнипе-и, Корнил ура çине тăракан пулать. Салтак гимнастеркипех трактор çине ларать, часах ăна трактор бригадине ертсе пыма та шанаççĕ. МТСа пĕтерсе техникăна колхозсене уйăрса парсан, К.Воробьев тăван ялта ĕçлеме пуçлать. Нумай çул хушши слесарь-юсавçăра тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва кайсан та техника паркĕнчех вăй хуратчĕ.Халăх контролерĕ пулса та тăрăшрĕ, хирти ĕç пахалăхĕшĕн яваплăччĕ. - Корнил Васильевич тутарла питĕ таса калаçатчĕ, -  аса илетчĕ çав çулсенче колхоз председателĕнче ĕçленĕ В.К.Захаров. - Çавăнпа та ăна рысак кỹлсех кỹршĕри тутар колхозĕсене трактор е комбайн валли саппас пайсем шырама кăларса яраттăм. Икĕ кун иртет-и, виççĕ-и -  Корнил Васильевич саппас пайсене тупса килетехчĕ. Пушă алăпа таврăнни пĕрре те пулман. Тутар тусĕсем: "Корнил батыр" тесе çеç тăратчĕç, колхоза килсен вĕсене пыл сăрипе хăна туса яраттăмăр. Корнил Васильевич тутар юррисене илемлĕ шăрантаратчĕ. Çичĕ ача - ултă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ Корнил Васильевичпа унăн мăшăрĕ Мария Николаевна. Пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. К.Воробьев пиртен 1986 çулта уйрăлса кайрĕ, пурнăçри юлташĕ кăштах каярах вилчĕ. Вĕсен вил тăприсем Анат Чаткас масарĕ çинче вырăн тупнă. Кăçал паттăр фронтовик, малтанхи трактористсенчен пĕри Корнил Воробьев çуралнăрапа 100 çул çитрĕ. Ял çыннисем паттăр Корнила ырăпа кăна аса илеççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем те ун ятне чĕрере тытаççĕ.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика