11 июня 2014 г.
Июнĕн 4-мĕшĕнче "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" Ыр кăмăллăх марафонĕ вĕçленчĕ. Çак ятпа Кỹкеçри "Улăп" стадионта савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Сăваплă акци кăтартăвĕсене чаплă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Шăмăршăсем Ыр кăмăллăх марафонне кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. 2013 çулта 206 пин те 500 тенкĕ укçа пуçтарăннăччĕ. Çак укçапа ача сачĕсемпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен пурлăх никĕсне çирĕплетме, сахал тупăш илекен тата нумай ачаллă çемьесене, инвалид ача пăхса ỹстерекен çемьесене пулăшнă. Кăçалхи марафон пухмачне 220 пин те 630 тенкĕ укçа пуçтарăнчĕ. Ыр кăмăллăх акцине районти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем, вырăнти хăй тытăмлăхра вăй хуракансем, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче, "Россельхозбанкăн" хушма офисĕнче, Шăмăршăри РЭСра тата ытти коллективсенче тăрăшакансем пысăк тỹпе хывнă. Район администрацийĕ марафона хутшăннă кашни çыннах чĕререн тав тăвать. Ачасен шăпине телейлĕ тăвассишĕн район çыннисем хăйсен чун ăшшине шеллеменни чăннипех пархатарлă.
Н.ЕНДИЕРОВ, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ.