11 июня 2014 г.
!["Веснушки" лагерь илĕртет "Веснушки" лагерь илĕртет](../UserFiles/news/20140611/vesn_Preview.jpg)
Июнĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкул çумĕнче шкул тулашĕнчи "Веснушки" сывлăх лагерĕ уçăлчĕ. Унта 64 ача çỹрет, 5 отряд йĕркеленĕ. Кашни отрядăн хăйĕн профилĕ пур. Акă пĕрремĕш отряд пушарпа спорт профильлĕ, ăна "220 вольт" ят панă. Иккĕмĕш отряд шывра ишме юратать, "Фортуна" ята суйласа илнĕ. Виççĕмĕш отряд - ташлаканни, "Хĕвел пайăрки" ята килĕштернĕ. Тăваттăмĕш отряд экологи профильлĕ, ăна "Родинка" ят панă. Пиллĕкмĕш отряд ăс-тăн аталанăвĕпе нравственноçа килĕштерет, "Сюрприз" ятпа çỹрет. Кашни отрядăн хăйĕн девизĕ, речевки тата юратнă юрри пур. "Веснушки" лагерьте "Аван-и, лагерь!" ятпа уяв концерчĕ иртрĕ. Кашни отрядах илемлĕ пултарулăх номерĕсене хатĕрленĕ. Концерт пурне те килĕшрĕ.
Т.БОРИСОВА.