21 июня 2014 г.
Республикăра регион пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çинчи шăтăк-путăка саплас-юсас ĕç (ямочный ремонт) малалла пырать. Хальлĕхе 58983 тăваткал метр çула юсаса тухнă, 5433,9 тонна материал тăкакланă. "Етĕрне-Николаевское-Çĕнĕ Атай", "Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево","Шупашкар-Сурское","Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчурел", "Калинино-Патăрьел-Елчĕк", "Атăл"-Куславкка" çулсем çинчи шăтăк-путăка сапласси вĕçленсе пырать. Çул тăвакансем ятарлă 24 машинăпа, çав шутра 6 БЦМ техникăпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Г.НИКОЛАЕВ.