Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чи лайăх çамрăк специалист"

21 июня 2014 г.

 Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çамрăксем хушшинче иртекен "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурс пуласси пирки пĕлтернĕ. Конкурса 30 çула çитмен çамрăк специалистсем хутшăнма пултараççĕ. Специалистсен кăтартăвĕсене çакăн пек номинацисемпе хаклаççĕ:

1. Сывлăх сыхлавĕнчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

2. Вĕрентỹри чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

3. Чи пултаруллă çамрăк культура ĕçченĕ;

4. Ял хуçалăхри чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

5. Вăрман хуçалăхĕнчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

6. Чи пултаруллă çамрăк суту-илỹ ĕçченĕ;

7. КФХри чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

8. Муниципалитет (патшалăх) службинчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

9. Йĕрке управĕн таврашĕнчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

10. Патшалăхăн çамрăксен политикин чи пултаруллă активисчĕ, общественникĕ. Конкурсăн кăтартăвĕсене июнĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Тĕплĕнрех район администрацийĕн сайчĕ çине кĕрсе е вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайне 2-32-26 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Л.Гордеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика