Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - вырма

21 июня 2014 г.

 Юн кун район администрацийĕнче ял хуçалăх предпрятийĕсен, хресчен (фермер)хуçалăхĕсен ертỹçисен ĕçлĕ канашлăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ертсе пынă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатасси, вырма ĕçĕсене хатĕрленесси тата фермăсене хĕле хатĕрлесси. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ В.Севрюгин пĕлтернĕ тăрăх, районти хуçалăхсенче кăçал 10298 гектар çурхи тĕш-тырă культурисем акнă. 1188 гектар кĕрхи культурăсем çитĕнеççĕ. Çурхи тырăсен мĕн пур лаптăкне хими майĕпе çум курăксенчен тасатнă. Хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Хальлĕхе 550 тонна утă хатĕрленĕ. Планпа вара 1890 тонна утă, 11650 тонна силос тата сенаж хатĕрлемелле. Çак тĕллеве пурнăçлама майсем пур: 2728 гектар нумай çул ỹсекен тата 651 гектар пĕр çул ỹсекен курăксене пухса кĕртмелле. Хуçалăхсенче 416 гектар кукуруза çитĕнет. Канашлура сăмах илсе, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Вазанов выльăх-чĕрлĕх фермисене 2014-2015 çулсенчи хĕл валли хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем валли 16 вите, сыснасем валли 6 вите тата сурăхсем валли 2 вите юсаса хатĕрлемелле. Хальхи вăхăтра вите урайĕсене тата алăкĕсене юсаççĕ, бетон ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Ăнăçлă хĕл каçарас тесен, кашни условнăй пуç выльăх валли сахалтан та 30 центнер апат единици хатĕрлемелле. Хальлĕхе ку ĕç пуçланнă кăна-ха. Шăрăх та типĕ çанталăк выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе чылай кăткăслатрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, кун йĕркинчи ыйтусене çивĕчлетсе, выльăх апачĕ хатĕрлес, вырмана хатĕрленес, витесене юсас тĕлĕшпе пур çĕрте те конкретлă мерăсем йышăнмаллине палăртнă. Ял хуçалăх техникине юсас ĕçе те хăвăртлатмалла. Хире тухас умĕн çеç юсама пуçăнни хака ларма пултарать. Çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕр-лессине те кая хăварас марччĕ. 

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика