25 июня 2014 г.
Июнĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ. Вăл Чăваш Енĕн кун-çул таппин тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Ăна пуçласа 1995 çулта - Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 75 çул тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ чăмăртаннăранпа 1100 çул çитнĕ май - Патшалăх кунĕ ятпа - уявлама пуçланă. 2000 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ кăларнă Хушупа килĕшỹллĕн июнĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ. Республика кунĕ - чаплă уяв, ĕçлĕ уяв. Пирĕнпе пĕрле "ĕçлĕ праçнике" пĕтĕм çĕр-шыв паллă тăвать. Хăна питĕ йышлă килет çак кун: официаллă çынсем, бизнесменсем, артистсем, туристсем, ентешсем Раççейĕн вун-вун регионĕнчен, чикĕ леш енчен. Бизнес-контрактсене алă пусас енĕпе те ĕç кал-кал пырать. Çапла майпа Чăваш Ен хăй пирки аякка-аякка пĕлтерет, туслă çыхăну йĕркеленет. Уява паллах юрă-ташă илем кỹрет. Халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕн чапĕ çĕр-шывĕпех сарăлчĕ. Кăçал ăна çирĕм иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Çак тапхăрта мĕнле халăх ывăл-хĕрĕ пулмарĕ-ши Чăваш Ен çĕрĕ çинче? Эпир тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе, ташши-юррипе паллашни - пысăк телей. Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурс вун иккĕмĕш хут иртет. Чи маттурри, пултарулли Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине тивĕçет. Чăваш Енри тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăмран тетте тăвакансем конкурса çулленех йышлăн хутшăнаççĕ. Çапах та ютрисем (Пушкăрт, Тутар, Мари, Калмăк, Оренбург, Чул хула, Иваново, Мускав тата ытти хутлăхри маçтăрсем) килмесен конкурс хăйĕн ятне туллин уçса параятчĕ-ши? Республика кунĕнче тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" Культурăпа кану паркĕнче Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Уява анлăн, Республика кунне хутшăнакан хăнасене тĕлĕнтермелле, тăван халăхăмăра савăнтармалла ирттерчĕ ЧНК. Республика кунĕ тĕлне Шупашкарта тата районсенче çĕнĕ объектсем уçăлчĕç: пурăнмалли çуртсем, культура, сывлăх тата кану объекчĕсем, хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен выльăх-чĕрлĕх фермисем, çĕнĕ çул-йĕр... Çаксем пурте Чăваш Енре пурăнакан туслă халăхсен вăйĕпе çĕкленнĕ, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тунă объектсем. Паллах, эпир Раççей Федерацийĕн пулăшăвне куллен туйса тăратпăр, Мускав пирĕн çине ăшă куçпа пăхни пурăнма тата ĕçлеме хавхалантарать. Ỹс, çĕклен, илемлен, чечеклен, тăван Республика!