Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăнупа хурлану кунĕ

25 июня 2014 г.

Асăнупа хурлану кунĕ

 Июнĕн 22-мĕшĕнче Раççейре асăнупа хурлану кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Çак кун райцентрти тĕрлĕ учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсем, Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем Çĕнтерỹ паркне пухăнчĕç. Шăмăршă ял тăрăхĕнчи ялсенчен пурĕ 433 çын вăрçă вутне кĕнĕ, 236 çын каялла килеймен. -  Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, паянхи телейлĕ пурнăçшăн паттăррăн çапăçса пуç хунă район çыннисем район историйĕнче ĕмĕрлĕхех ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă, - терĕ Çĕнтерỹ паркĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. - Вĕсен фронтри паттăрлăхĕ тата вилĕмсĕр ячĕсем яланах халăх асĕнче пулĕç. Вăрçă çухатăвĕсене тата йывăрлăхĕсене хальхи тата килес ăрусенчи çынсен нихăçан та чăтса ирттермелле ан пултăр. Пирĕн пуç çийĕнче яланах çутă хĕвел ялкăштăр, кăвак тỹпе хăйĕн илемĕпе чуна ачашласа чĕрене лăпкăлăхпа тăнăçлăх кỹрсе тăтăр. Кун хыççăн парка пухăннисем вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, Шăмăршă вăтам шкулĕн патриот клубĕн членĕсем çуртасем çутрĕç. Мероприятие вĕçлесе, парка килнисем палăк умне чечексем хучĕç. 

Хамăр корр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика