Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ял - телей сăпки

28 июня 2014 г.

Раççей çамрăкĕсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент районта пурăнакан яш-кĕрĕмпе тĕл пулса калаçнă, каччăсемпе хĕрсен шухăш-ĕмĕчĕпе интересленнĕ.

 ИГОРЬ, 21 çулта, Шăмăршă ялĕ: -  Салтакран таврăнсан хулана кайма шутламарăм, районти пĕр организацие водитель специальноçĕпе ĕçе вырнаçрăм. Куншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Ĕç укçине ытларах тỹлесен аванрахчĕ, паллах, анчах укçана шутламасăр памаççĕ çав. Район центрĕнче çамрăксем валли канма условисем çителĕклĕ тесе шутлатăп. Спорт комплексне çỹретĕп, бассейнра ишетĕп. Авланасси пирки-и? Хĕр пур, кĕркунне туй туса пĕрлешме ĕмĕтленетпĕр. Отпуск вăхăтĕнче (август уйăхĕнче) юлташсемпе пĕрле Мускава кайса ĕçлесе килесшĕн.

 ЛАРИСА, 19 çулта: - Суту-илỹре тăрăшатăп. Мана пĕрре те кичем мар. Юратнă каччă та пур. Часах пĕрлешме шутлатпăр. Тен, çамрăксен программипе патшалăх пире çурт лартма пулăшĕ? Тем пекех хамăр çуртра пурăнас, чечек ĕрчетес, сад пахчинче улма йывăççисемпе çырла тĕмĕсем лартса ỹстерес килет. Садрах кану вырăнĕ те пултăр: юлташсемпе музыка итлĕпĕр, шашлăк пĕçерĕпĕр...

 АЛМАЗ, 24 çулта, строитель: - Эпĕ ялта пурăнатăп, вахта майĕпе Мускава ĕçлеме çỹретĕп. Авлансан районтах пурăнас килет, анчах ĕç пулĕ-ши? Çĕр лаптăкĕ сутакансем пур, çурт лартма пулать. Аттепе анне те ялта пурăнма ỹкĕтлеççĕ.

ТАНЯ, 20 çулта: -  Университетра, медицина уйрăмĕнче вĕренетĕп. Врач дипломне илсен тăван района таврăнма ĕмĕтленетĕп. Çамрăк специалистсем пур çĕрте те кирлĕ, çапах та чун çуралса ỹснĕ вырăнах туртать-çке. Анчах пурăнма, ĕçлеме тата усăллă канма условисем пулĕç-ши? Районта çамрăксем сахалли, ялсем ватăлса пыни шухăшлаттарать. 

И.АНАТКАС калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика