28 июня 2014 г.
Пуянкассинчи Николай Андреев чылай çул ĕнтĕ "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕнче аккомпаниатор тивĕçне пурнăçлать. Çак коллектив ертỹçипе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Н.Федотовапа пĕрле репертуара çĕнĕ юрă-ташăпа пуянлатассишĕн нумай тăрăшать Николай Анатольевич. Коллективăн çитĕнĕвĕсенче, паллах, А.Андроновпа Ф.Малов купăсçăсен тỹпи те пĕчĕк мар. Н.Андреев купăсçă çавăн пекех Пуянкассинчи халăх инструменчĕсен ансамбльне те - ун йышĕнче А. Андроновпа Ф.Малов купăсçăсем тата О.Кузнецовпа (бубен) В.Петров (параппан) - ăнăçлă ертсе пырать. Культура çулталăкне халалланă фестивальте ансамбль чăваш халăх кĕввисене ăста каласа тăван ял-йыша та, район халăхне те чунтанах савăнтарчĕ. Николай Анатольевич хăйĕн çепĕç сасăллă "Чайка" купăсне çăмăллăн тăсса ярсанах чун-чĕре ачаш та çепĕç туйăмсемпе тулать. Ташă кĕввине çăмăллăн калама пуçласан ыттисемпе пĕрле пĕтĕм кăмăла ирĕке ярса ташлас кăмăл çĕкленет. Купăсçă пĕр-пĕр юрă кĕввине пуçласан, мăнаçланса юрлас, вальс çеммине каласан вара ташă юхăмĕнче çăмăллăн çаврăнас килет... Ку вăл Н.Андреев хăйĕн купăсĕн кĕмĕл чĕлĕхĕсене "калаçтарма", сасăсен илемлĕхĕпе чĕре хĕлĕхне хускатма пултарнипе çыхăннă. Камран куçнă-ха ун çине çакнашкал пултарулăх? - Манăн атте купăспа та, сĕрме купăспа та ăста калатчĕ, - тет Николай Анатольевич. - Эпĕ унăн купăсне час-часах алла илеттĕм, хам тĕллĕнех тĕрлĕ кĕвĕсем вĕренеттĕм. Ăсталăх çулран-çул ỹссе пычĕ темелле. Шкулти тĕрлĕ мероприятисене купăс калама чĕнсен хаваспах килĕшеттĕм. Кĕвĕсен асамлăхĕ мана пĕрмаях илĕртетчĕ, чĕрене савăнăç кỹретчĕ. 1976-1978 çулсенче "Байконур" космодромра салтак тивĕçне пурнăçланă тапхăрта та, Н.Андреев службăран пушă вăхăтра час-часах ротăн кану пỹлĕмне кĕнĕ, унти купăса алла илсе тĕрлĕ кĕвĕсем шăрантарнă. Хăш чухне юлташĕсемпе пĕрле салтак юррисене те юрланă. Пĕрлех Коля юлташĕсенчен гитара калама та вĕреннĕ. Гитара тенĕрен, Н.Андреев çак инструмента та купăспа тата баянпа танах килĕштерет. Çар службинчен таврăнсан, Шăмăршăри промышленноç комбинатĕнче мастерта ĕçленĕ вăхăтра (заочнăй майпа Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтернĕ) Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнче çамрăксен вокалпа инструментсен ансамбльне йĕркелесе янă. Ансамбльте Николай Анатольевич хăй бас-гитарăпа каланă. Ансамбль хăйĕн юрри-кĕввипе тăван ял-йыша кăна мар, кỹршĕллĕ ялсенчи, Тутарстанри Çĕпрел тата Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕсенчи çынсене те савăнтарнă. Каярахпа, тăван ял шкулĕнче тата вырăнти ача сачĕнче - музыка учителĕнче ĕçленĕ чухне (баянпа та хăй тĕллĕн калама вĕреннĕ) ачасен вокалпа инструментсен ансамбльне йĕркеленĕ. Николай Анатольевич ертсе пыракан пултаруллă коллектив районти ача-пăча фестивалĕсенче Дипломпа Грамотăна та тивĕçнĕ. Н.Андреев 80-мĕш çулсенче Пуянкассинче "Кала, хут купăс!" конкурс йĕркеленине (районта пĕрремĕш хут!) ял-йыш паян та кăмăллăн аса илет. Кунсăр пуçне вăл спектакльсенче тĕп сăнарсене ăста калăпланă. Н.Андреев лирикăллă юрăсен кĕввине çырма та кăмăллать. Вăл хайланă "Анне", "Сенкер кỹлĕ" (сăм.И.Саландаевăн) юрăсене 80-мĕш çулсенче хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле, Галина Михайловнăпа, районти Акатуйра та шăрантарнă. "Атьăр, вăййа тухар-и?" (сăм.В.Давыдов-Анатрин) юррине С.Кувшинов юрăç хăйĕн репертуарне илнĕ. Çак юрра хăй вăхăтĕнче Шăмăршăри И.Иванов тенор та юратса юрланă. Сăмахĕсене те, кĕввине те хăй çырнă юрăсем те пур Николай Анатольевичăн. Çакнашкал юрăсем хушшинче - "Аннеçĕм, анне...", "Кĕреке юрри". Малтанхине - С.Яковлева, иккĕмĕшне С.Кувшинов юрăçсем хăйсен репертуарне кĕртме шутлаççĕ. Апла пулсан,çак юрăсене автор лайăх пахалăхпа хайланă. Тỹрех калар: Н.Андреев - ăста купăсçă, баянист, гитарист тата вырăнти пултаруллă композитор. Пултарулăх ĕçĕнче ăна, виçĕ ача ашшĕне, малашне те ăнăçу сунар.
И.АНАНЬЕВ.