Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнетнĕ Устава йышăнчĕç

28 июня 2014 г.

 Республика кунне уявлама тĕрлĕ регионтан хастар чăвашсем çитрĕç. Çак пулăмпа усă курса Чăваш наци конгресĕ июнĕн 23-мĕшĕнче Мăн Канаш ларăвне ирттерчĕ. Тĕпрен илсен унăн кун йĕркинче регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн Уставне сỹтсе явас ыйту пулчĕ. Ларăва ЧНК Президенчĕ Н.Угаслов уçрĕ. Малтанах ĕç органĕсене - президиума, секретариата, редакци тата шутлав комиссийĕсене çирĕплетрĕç. -  Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕнче организацин Уставне çĕнетмелли çинчен ыйту хускатнăччĕ. Унти хăш-пĕр пункт паянхи саккунсемпе килĕшсе тăманни паллăччĕ. Ку ĕçе вăраха тăсмалла маррине ăнланатпăр: саккунпа килĕшсе тăман документлă пĕрлешĕвĕн шăпи иккĕленỹллĕ. Кĕске хушăра ЧНК Президиумĕпе ятарлă комисси Уставăн çĕнĕ редакцине хатĕрлерĕç. Ку енĕпе комисси членĕсене Николай Лукианова тата Александр Павлова уйрăммăн тав тăватăп, -  терĕ Конгресс ертỹçи Н.Угаслов. Мăн Канашăн ларăвĕнче Чăваш наци конгресĕн çĕнĕ йышне çирĕплетес ыйтупа та хĕрỹ калаçрĕç. Ĕç-хĕле тухăçлăрах йĕркелес тĕллевпе Президиумăн йышне Чăваш Республикин ертỹлĕхĕнчи çынсене те - вĕренỹ министрне В.Иванова, культура министрне В.Ефимова, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне В.Андреевăна, экономика аталанăвĕн министрне В.Аврелькина - кĕртме йышăнчĕç. Кăнтăрла иртсен, Аслă Пуху ĕçлерĕ. Унта ЧР культура тата вĕренỹ министрĕсем В.Ефимовпа В.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, чăвашлăхшăн çунакан хастарсем хутшăнчĕç. Съездра сỹтсе явмашкăн тăратнă тĕп ыйтусенчен пĕри -  Мăн Канашра пăхса тухнă Устав проектне йышăнасси. Ăна улăштарни пурнăç ылмашăнса пынипе çыхăннă. Конгресăн саманапа тан утмалла. Унсăр пуçне РФ политика тата право тытăмĕ хăвăрт улшăнса çĕнелет. Конгресс çĕр-шыв тата республика саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, тĕнче правине шута илсе ĕçлесе пырать. Чăваш халăхĕ хăй те улшăнчĕ. Ытти халăх пекех вăл тĕрлĕ енлĕ аталану çул-йĕрĕ шырать. Делегатсен нумай шухăшне, сĕнĕвне тĕпе хурса Чăваш наци конгресĕн çĕнетнĕ Уставне пĕр саслă пулса йышăнчĕç. Съезд ĕçне пирĕн районтан И.Саландаев, Г.Ларшников тата Т.Давыдова делегатсем хутшăнчĕç. 

И.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика