02 июля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июнĕн 27-мĕшĕнче РФ Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта регионсен граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программисене пурнăçлас, граждансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тỹлевĕсене виçеллĕ тăвас ыйтусене сỹтсе явнă. Чăваш Республикинче асăннă программăна пурнăçласа ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд тĕрев панипе 2017 çулччен 13,5 пин çынна кивĕ çуртсенчен куçарма пăхнă. Çак тĕллевпе 4979,6 млн тенкĕ уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра программăн 1-мĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ. Вăл кăçалхи декабрьте вĕçленмелле. Пĕтĕмпе 3,9 пине яхăн çынна, юхăннă 264 çуртра пурăнаканскерсене куçарма палăртнă. 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вĕçлемелли 2-мĕш тапхăра та пурнăçлама тытăннă. Тата 2,9 пин ытла çынна куçармалла. ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлессине йĕркелесе пырасси çинчен Федерацин тариф службин ертỹçи Сергей Новиков каласа панă. Халĕ çĕр-шывра граждансен тỹлевĕсене июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2018 çулччен вăрахлăха йĕркелессине палăртнă. Сергей Новиков пĕлтернĕ тăрăх - Тариф служби граждансен тỹлевĕсем çирĕплетнĕ чи пысăк индекссенчен те иртнĕ тĕслĕхсене тĕпченĕ. Çак ĕçри хайхи сăлтавлăха, вăл е ку йышăнăва мĕншĕн тунине халăха мĕнлерех ăнлантарнине те шута илнĕ. "Ку ĕçе Раççейĕн 11 субъектĕнче "лайăх" пурнăçланă, пĕртен пĕр субъектра _ Чăваш Енре - "питĕ лайăх" паллăлăх. Чăваш Республикин йышăнăвĕнче индекссен виçисене кăна мар, нумай хваттерлĕ çуртсем мĕнлереххине, вĕсене хăçан тунине, пайăр сăлтавсене, теори тĕлĕшĕнчен çавнашкал ỹсĕм пырса тивме пултаракан граждансен шутне кăтартакан цифрăсене те палăртнă", - тенĕ ФТС ертỹçи. Чăваш Республикинче граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тỹлев виçи кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 6,9. пысăкланассине çирĕплетнĕ. ЧР Пуçлăхĕ майăн 17-мĕшĕнче кăларнă 65-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн граждансен ЖКХ тỹлевĕн улшăнăвĕн чи пысăк индексĕ 40,4-ран пуçласа 223,7. танлашĕ. Коммуналлă тỹлевсен виçисем улшăннине сăлтавламалли мĕн пур процедурăна вăхăтра тата уççăн ирттернĕ.
К.СТЕПАНОВ.