Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чакаççĕ те, ỹсеççĕ те…

02 июля 2014 г.

 Район администрацийĕ суту-илỹ предприятисенчи апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен черетлĕ мониторингне ирттернĕ. Ун кăтартăвĕсем тăрăх юлашки вăхăтра шăнтнă пулă 3 тенкĕ чакнă, халĕ пĕр килограмĕ 66 тенкĕ те 10 пуспа танлашать. Чăх çăмартин пĕр теçетки 38 тенкĕ те 36 пус тăрать (3 тенкĕ те 36 пус чакнă). Купăста хакĕ вара аллă процента яхăнах чакнă - халĕ унăн пĕр килограмĕ 21 тенкĕ те 57 пус. Çав вăхăтрах хăш-пĕр продуктсен хакĕ ỹсни палăрнă: сысна ашĕ - вăтамран 15 тенкĕ. Халĕ пĕр килограмĕ 203 тенкĕ те 5 пус; чăх какайĕ - 5 тенкĕ те 96 пус. Хальхи хакĕ 107 тенкĕ те 47 пус; услам çу хакĕ 8 тенкĕ те 38 пус ỹснĕ. Çак кунсенче унăн пĕр килограмне 286 тенкĕ те 78 пуспа туянма пулать; сĕт - 26 пус, пĕр литрĕ 41 тенкĕ те 6 пус; çăнăх хакĕ 50 пус ỹсни палăрнă, пĕр килограмĕ 21 тенкĕ те 82 пуса çитнĕ; вир кĕрпи вăтамран икĕ тенкĕ ỹснĕ, халĕ пĕр килограмĕ 25 тенкĕ те 10 пус; хура тул кĕрпи те 60 пус хакланнă, килограмĕ 25 тенкĕ те 85 пуспа танлашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика