Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмблема çирĕплетнĕ

02 июля 2014 г.

2016 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн эмблемине çирĕплетнĕ. "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн пирĕн çĕр-шывра ял хуçалăх çыравне 10 çулта пĕр хутран кая мар ирттерме йышăннă. 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ çĕр пуянлăхĕ, унпа усă курассинчи тухăçлăх, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк хисепĕ, ĕç ресурсĕсем: ĕçлекенсен хисепĕ, вĕсем миçе çулта, пĕлỹ шайĕ мĕнле пулни; ял инфраструктури хăш шайра, çул-йĕр тата унăн тĕсĕсем, энергипе, ăшăпа тата шывпа тивĕçтересси, производствăра усă курмалли çурт-йĕр, ял хуçалăх техники, машинăсемпе оборудовани мĕн чухлĕ пурри çинчен тĕрĕс информаци илме май парать. Çак пĕлтерĕшлĕ событи аграри тытăмĕнче тăрăшакан, ялта пурăнакан, уйрăм хушма хуçалăх йĕркелесе пыракан, сад-пахча ĕрчетекен, дачăсем тытакан миллионшар çынна пырса тивет. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе Росстат унăн эмблемине çирĕплетнĕ. Ỹкерчĕкри тулли пучаха çырав хучĕ çине вырнаçтарнăран вăл перо евĕрлĕ курăнать. Унăн пĕрремĕш листинче горизонтальлĕ пилĕк йĕр. Пучах çинчи çурма çаврака çулçă тата тырă пĕрчисем Раççей регионĕсен пĕрлĕхне палăртаççĕ. Эмблемăн оригиналĕ ылтăн тĕслĕ, ыттисем - симĕс тĕслĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика