Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленме тытăнаççĕ

02 июля 2014 г.

 Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, федерацин ĕç тăвакан органĕсен территориллĕ органĕсен пĕрлехи ĕç-хĕлне йĕркелеме, çавăн пекех 2016 çулхи çырава йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене васкавлăн татса пама пулăшас тĕллевпе ведомство комиссийĕ туса хунă. Унăн ертỹçи -  Чăвашстат пуçлăхĕ Эльвира Максимова. Пĕтĕм Раççейри Ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе 2014-2018 çулсенче пурнăçламалли мероприятисен календарь планне тунă, ăна Чăвашстатăн 2014 çулхи июнь уйăхĕнчи 18-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Пирĕн республикăра çак çырава хатĕрленес ĕçсем пуçланаççĕ. Вĕсен шутĕнче -  ял хуçалăх çыравĕсен объекчĕсен списокне тăвасси, çырава районсене пайласа ирттерме кирлĕ картографи материалне йĕркелесси, муниципалитет пĕрлĕхĕсенче çырав комиссийĕпе Чăвашстат çумĕнчи шалти штат службине тăвасси тата ытти мероприятисем. Пĕтĕм Раççейри Ял хуçалăх çыравĕ -  2006 кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинче 1101 ял хуçалăх организацийĕ, 2064 хресчен (фермер) хуçалăхĕпе уйрăм предприниматель, 272081 уйрăм хушма хуçалăх тата граждансен уйрăм ытти хуçалăхĕсем, 733 сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх тата граждансен коммерциллĕ мар дача пĕрлешĕвĕсем шутланнă. Ял хуçалăх çыравĕ, ĕлĕк ирттернĕ çыру кĕнекисемпе, патшалăх тĕрĕслевĕсемпе, земство çыравĕ-семпе танлаштарсан, вĕсенчен уйрăлса тăрать, вăх хăйĕн умне статистика задачисем кăна лартать. Ку йĕркене Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен йышăннă федераци саккунĕнче çирĕплетсе хăварнă тата унта çакна палăртнă: çырав вăхăтĕнче илнĕ кăтартусемпе ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле хаклас, çавна май федерацин информаци пуянлăхне туллин йĕркелес тĕллевпе кăна усă кураççĕ. Çавăн чухне çырава тăратнă кăтартусен вăрттăнлăхне упрассипе тата должноçри çынсен яваплăхне ỹстерессипе çыхăннă ыйтусене уйрăмах тимлĕхре тытмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика