Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ хатĕрлесси - пысăк ĕç

02 июля 2014 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев выльăх апачĕ хатĕрлесси паянхи чи çивĕч ыйту пулнине палăртнă. Районта выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма 1890 тоннăран кая мар утă хатĕрлемелле пулсан, хальлĕхе 850 тонна хатĕрленĕ. 1530 гектар нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнă. Юлашки çумăрсем хыççăн курăк пур çĕрте те чăшăлах çĕкленнĕ. Хуçалăхсен палăртнă чухлĕ утă тата сенаж хатĕрлеме мĕн пур мерăсем йышăнмалла. Мăйракаллă шултăра выльăхсен йышне пĕр пуç та чакармалла мар. Кунпа пĕрех калчасене пăхса çитĕнтерес, çум курăксемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешес тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла. Хресченĕн çулла çĕр тĕрлĕ ĕç, пĕрне те кая хăварма юрамасть. Вырма ĕçĕсене те тĕплĕн хатĕрлемелле, тырпула пуçтарса кĕртме юсавлă техникăпа çеç тухмалла. Механизатор кадрĕсене тупас тата чи шанчăклисене суйласа илес енĕпе те паянах ĕçлемелле. 

Н.ВАЗАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика