02 июля 2014 г.
"Илтнĕ-и эс, Шăмăршă районне пĕтереççĕ тет", - темшĕн пăшăлтатса пĕлтерчĕ мана паллакан çын. Ун сăмахĕ хыççăн эпĕ ахăлтатса кулнине илтсен, пĕлĕшĕм çиленме пуçларĕ: "Çапла çав эсир, хăвăр тахçанах пĕлсен те пире каламастăр. Малтанах пĕлнĕ пулсан, пỹрте Шăмăршăра мар, Патăрьелĕнче лартнă пулăттăм..." Пĕлĕше Шăмăршă районĕ пĕтесси пирки вунă-вун пилĕк çул каяллах калаçни, анчах вăл паян кун та ырă-сывă пурăнни, çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленни, социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕпе район республика шайĕнче малтисен шутĕнче пулни çинчен пĕлтертĕм. Тата района çỹлтен хушнипе, халăх шухăшне ыйтса пĕлмесĕр никам та пĕтермест. Çапла вара, пăшăрханмалли сăлтав пачах та çук: район малалла та аталанса пытăр тесен пурсăмăрăн та тăрăшса ĕçлемелле кăна. "Пĕтет теççĕ çав, пĕтет ĕнтĕ", - çав-çавах килĕ-шесшĕн пулмарĕ манпа пĕлĕш. Çакнашкал сас-хура мĕн чухлĕ сарăлмасть-ши халăх хушшинче? Илтетĕн те тепĕр чух, тĕлĕнетĕн: сас-хура сарассишĕн хăшĕ-пĕри ятарласах тăрăшмасть-ши? Усал сăмах утпа çỹрет пуль çав, Шăмăршăра мĕн калаçнине çав кунах Чукалта е Чаткасра та пĕлеççĕ. Ĕнтĕ пуçлăхсене миçе хут "шĕкĕлчесе" тухмарĕç-ши, ачи-пăчипе аякри тăванĕ-сем таранах, вĕсем мĕн ĕçсе мĕн çини таранчченех "пĕлеççĕ". "Çапла тет вĕт", "Ун пек тет вĕт" тенине çĕр хут та илтетпĕр. "Тĕрĕс мар калаçатăн!", - тенине хăлхана чикесшĕн те мар. "Сарафанлă радио" ялтан яла, килтен киле çитет, хăшĕ-пĕри тĕрĕс мар сăмаха та чăн тесе йышăнать. Раççей, республика, район, ял ертỹлĕхĕ пирки те тĕрлĕ сăмах сараççĕ. Сăмахĕ малтан кам çăварĕнчен тухнине никам та татса калаймасть, мĕн тĕллевпе сарнине те чылайăшĕ ăнкармасть. Тĕллевĕ вара пĕрре: ертỹçĕсен ятне-чысне вараласа халăх умĕнчи авторитетне чакарасси; çак пулăм суйлав çывхарса килнĕ май уйрăмах уççăн палăрать. Суйлавĕ килес çул кăна-ха, "тет" сăмах вара купи-купипех сарăлма тытăнчĕ. "Район администрацийĕн пуçлăхĕ çав çын пулать тет", "Çук, вăл мар, пуçлăха Шупашкартан ярса параççĕ тет..." Тата тем те пĕр, тата тем те пĕр, итлесессĕн хăлха йỹçĕхет. Атьăр-ха, тăванăмăрсем, "тет" хыççăн каяр мар, хамăр ăспа пурăнар. "Тет" хыççăн кайса шыва сиксе вилнĕ тет", - тенĕ ваттисем.
И.САЛАНДАЕВ.