Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисене палăртрĕç

02 июля 2014 г.

 Çамрăк специалистсен професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе, кашни çулах районта "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи конкурс пĕтĕмлетĕвне Раççей çамрăкĕсен кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕлтерчĕç. Каччăсемпе хĕрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев чун-чĕререн саламларĕ, паянхи çамрăксене шанни, вĕсем аслă ăру çыннисен ырă ĕçĕсене малалла тăсасса çирĕп ĕненсе тăни çинчен пĕлтерчĕ. Валерий Петрович "Вĕрентỹ ĕçĕн чи лайăх çамрăк специалисчĕ" ята тивĕçнĕ Ольга Бибукована (Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнчи музыка ертỹçи), "Хресчен (фермер) хуçалăхĕн чи лайăх çамрăк специалисчĕ" ята тивĕçнĕ Феннур Рахматуллова (Палтиел ялĕ), "Муниципал (патшалăх) службин чи лайăх çамрăк специалисчĕ" ята тивĕçнĕ Алевтина Карсакована (Шăмăршă районĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ) район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Л.ГОРДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика