02 июля 2014 г.
!["Эй, çамрăклăх! Сана савса чĕрем юрлать ман юрă…" "Эй, çамрăклăх! Сана савса чĕрем юрлать ман юрă…"](../UserFiles/news/20140702/denj_molodezhi_2_iyulya_Preview.jpg)
Йăлана кĕнĕ йĕркепе - илемлĕ те асра юлмалла - уявларĕç Шăмăршăсем иртнĕ эрне кун Раççей çамрăкĕсен кунне. Çумăрлă çанталăк тăнине пăхмасăр, каçалапа Культура аталанăвĕн центрĕ умĕнчи хутлăхра "Çамрăк сасăсем - 2014" эстрада фестивалĕн финалĕ иртрĕ. Унта 14 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи юрăçсем хутшăнчĕç. Уява салам сăмахĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева уçрĕ. Вăл пурне те вĕренỹре, ĕçре, спортра, творчествăра çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ. Çамрăксем пурнăçа илем кỹнине, çĕр-шыв малашлăхĕ çамрăксенче пулнине палăртрĕ. Юрă хыççăн юрă янăрарĕ сцена çинче, ташăçăсем те чун-чĕрене çĕклерĕç. Жюри "соло-вокал" номинацире (14-18 çултисем) Ачасен искусство шкулĕнче вĕренекен Мария Константинова çĕнтерчĕ тесе йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи Надежда Павлова, виççĕмĕшĕ - Кивĕ Чукалти Михаил Кириллов. "Соло-вокал" (18-35 çултисем) номинацире çавăн пекех Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Анастасия Мердеева пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Шăпчăк саслă тепĕр хĕр - çак ял тăрăхĕнчи Ольга Бибукова иккĕмĕш вырăнта. Палтиел ял тăрăхĕнчи Кристина Долгова виççĕмĕш пулчĕ. "Дуэт" номинацире Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнчи Мария Тридворновапа Вика Иванова чи маттуррисем пулчĕç. "Вокал ансамблĕ" номинацире "Эдельвейс" ансамбль мала тухрĕ. Фестиваль çĕнтерỹçисене Грамотăсемпе чысларĕç. Ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ вара фестивале йĕркелекенсен Тав çырăвне тивĕçрĕ.
И.АНАТКАС.