02 июля 2014 г.
![Çул сараççĕ - яла илемлетеççĕ Çул сараççĕ - яла илемлетеççĕ](../UserFiles/news/20140702/dorozhniki_2_Preview.jpg)
Шăмăршăри Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 8,9,10 çуртсен пысăк картишĕнче ир пуçласа каçченех техника кĕрлевĕ тăрать. Тĕрĕссипе, тăчĕ темелле: хаçатăн çак номерĕ пичетленсе тухиччен "Воддорстрой" ОООн çул тăваканĕсем "Шăмăршă - Хĕрлĕ Васан" трасса çине куçрĕç. Кунта вĕсен 1 километр çула тĕпрен юсаса асфальт сармалла. Космовский урамĕнчи çуртсен картишне тахçан асфальт сарнăччĕ, анчах вăл тăпра айне пулнă тата шăтса-çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. 1140 тăваткал метр лаптăка "Воддорстрой" ООО кĕске вăхăтрах асфальт сарса илем кỹчĕ. Илья Павлов мастер каланă тăрăх, пирĕн район территорийĕнчи çулсене юсама вĕсем тендер çĕнсе илнĕ. Завочĕ те хăйсенех, асфальта пĕр чăрмавсăр турттарса тăраççĕ. Рабочисем те вăр-вар, питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ. Çу каçа вĕсен нумай ĕç тума тивет: "Воддорстрой" ООО пĕр вăхăтрах "Çĕрпỹ-Ульяновск" аслă çула та юсать иккен, ытти районсенче те вăй хурать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров, объекта курма килнĕскер, çул тăвакансене ăшă сăмахпа хавхалантарса хăварчĕ. Владимир Николаевич çу кунĕсенче Шăмăршăри К.Маркс урамĕнчи çула та тĕпрен юсасси çинчен пĕлтерчĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсасси Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче те пырать. "Чувашавтодор" ОАОн Шăмăршăри çул-йĕр участокĕ кĕске вăхăтрах 64 метр çула юсанă.
И.САЛАНДАЕВ.