05 июля 2014 г.
Хальлĕхе çу кунĕсем тăни хĕл çитмест тенине пĕлтермест. Ял ĕçченĕсем çак тапхăра чылай малтан хатĕрленме тытăнаççĕ: паян урапа кирлĕ пулсан, çитес вăхăтрах - çуна. Выльăх апачĕ хатĕрлессинех илер-ха. Нумай çул ỹсекен курăксене паянхи кун тĕлне 1520 гектар çинче пĕрремĕш хут çулнă. Хĕл каçа выльăх çими сахал мар кирлине шута илсе кăçал районти хуçалăхсенче 1550 тонна утă, 3500 тонна сенаж, 5600 тонна силос янтăламалла. Пуçламăшĕ пур темелле: хальлĕхе 850 тонна утă, 400 тонна сенаж хатĕрленĕ. Курăксене иккĕмĕш хут çулса илсен ку кăтартусем татах пысăкланмалла. Вăхăт выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлеме те васкатать. Уйрăм хуçалăхсенче çак ĕçсем пуçланнă та. Хальхи вăхăтра "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче сысна витисене кĕрсе çỹремелли вырăнсене йĕркене кĕртеççĕ, çитес кунсенчех урайне, клеткăсене юсаса çĕнетме тытăнаççĕ. "Исток" тата "Искра" хуçалăхсем те вăхăта ахаль çухатмаççĕ. Маларах пуçланнă юсав ĕçĕсен витĕмĕ кайран лайăх курăнĕ. Хуçалăхсенче выльăхсене кĕтĕве кăларассине те начар мар йĕркеленĕ. "Восходра", сăмахран, мăйракаллă шултра выльăхсене çуллахи лагере куçарнă. Патирексем те вĕсенчен юлас темен. Çакна та палăртмалла: çу кунĕсенче ĕнесен сĕт антарлăхĕ те ỹссех пырать.
Н.ВАЗАНОВ.