Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ĕçлеççĕ

05 июля 2014 г.

 Шăмăршăри Советкая урамĕнчи (4-мĕш çурт) 2-мĕш номерлĕ апат-çимĕç лавккине нумаях пулмасть тулашĕнчен те, шалтан та тĕплĕн юсаса çĕнетрĕç. "Шемуршинский коопторг" ОООн çак лавккине халĕ кĕрсе тухма та кăмăллă. Апат-çимĕç лавккинче сутуçсем тавар туянма килекенсене яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Альбина Иванова заведующи, Татьяна Локтинапа Людмила Старшова сутуçсем - ĕçре пысăк опыт пухнă çынсем. Вĕсем пуринпе те кăмăллăн калаçаççĕ, кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсене суйласа илме пулăшаççĕ. Туянакансем халĕ продуктсене хăйсем суйласа илсе прилавок патне пыраççĕ. Çак йĕрке, паллах, икĕ еншĕн те меллĕ. Продуктсене илемлĕ сентресем çине тирпейлĕ вырнаçтарса тухнă. "Аш-какай" уйрăмра ĕне выльăх, сысна, чăх ашĕсем, пельменсем, шашлăк-çурма фабрикатсем, фарш, апат пĕçермелли аш пуххисем тата ытти какай продукчĕ, кăлпасси туянма пулать. Кунтах заказ парсан, пĕçернĕ чăх ашĕ, кукăльсем тата салатсем те илме май пур. Тĕпрен илсен, аш продукчĕсене Чăвашпотребсоюзăн Етĕрнери аш-какай комбинатĕнчен кỹрсе килеççĕ. Район çыннисенчен туяннă аш та пур. Юнашар сентресем çинче - кондитер çимĕçĕсем, çăкăр-булка, улма-çырлапа пахча çимĕç, тутлă шывсем, консервăсем, кĕрпе-макарон тата ытти продуктсем. Тĕпрен илсен, çак лавккари тĕрлĕ продуктсенчен 70 ытла проценчĕ - хамăр республикăран кỹрсе килнисем. Çак çуртрах (юнашар алăкран кĕрсен) ветеринари аптеки вырнаçнă. Унăн заведующийĕ - Иван Тихонов зооветтехник. Опытлă специалист район çыннисене ветеринари препарачĕсене суйласа илме пулăшать, пĕрлех выльăх-чĕрлĕхе сыватмалли усăллă канаш-сĕнỹ те парать. Кунтах выльăх- чĕрлĕх апачĕ çине хушса памалли препаратсем, комбикорм, отруби туянма пулать. Юнашарах - хурт-хăмăр уйрăмĕ. Унта Марина Архипова сутуçă тăрăшать. Сентресем çинче - хурт-хăмăр ĕрчетекенсене ĕçре кирлĕ тĕрлĕ хатĕрсем, пособисем. Пĕтĕмлетсе каласан, çỹлерех асăннă суту-илỹ точкисем район çыннисемшĕн ĕçлеççĕ, вĕсемшĕн тăрăшаççĕ. 

Ф.КУЗНЕЦОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика