05 июля 2014 г.
"Вăрмансем çĕр питне илем кỹреççĕ. Çуллахи лăпкă çилпе чĕлтĕр-чĕлтĕр хумханса ларакан çамрăк хурăна куратăп та, чун-чĕре мăнаçлăхпа тулать", - тенĕ вырăссен аслă писателĕ Антон Павлович Чехов. Шурă хурăна мухтаса мĕн чухлĕ сăвă тата юрă çырман-ши поэтсемпе композиторсем? Çак йывăç ытарма çук илемĕпе, йăрăс вуллипе пурне те илĕртет, кăмăла çĕклет. Шел те, хаклама пĕлместпĕр çав эпир çак илеме, нумай чухне çут çанталăка пулăшас вырăнне сиен кỹме тăрăшатпăр. Пур йывăçран та ытларах хĕн-асап тỹсекенни - хурăн. Çуркунне унăн сĕткенне юхтарас тесе вуллине касса-вакласа пĕтереççĕ. Темшĕн, хурăн сĕткенĕ мана йывăç куççулĕ пек туйăнать. Çук, куççульпе йĕрсен те хĕрхенме пĕлместпĕр ăна, хамăршăн кăна лайăх пултăр тесе тăрăшатпăр. Халĕ, акă милĕк хатĕрлемелли тапхăр çитрĕ. Миçе пин тĕп хурăн хур курмасть-ши этемĕн çăткăнлăхне пула? Тирпейлĕн кăна аялти турачĕсене хуçсан юрĕччĕ, çук вĕт - пуртăпа тĕпренех касса йăвантараççĕ! Хăшĕсем вăрмана кайма ỹркенеççĕ, çул хĕррине ятарласа хỹтлĕхшĕн тата илемшĕн лартнă хурăнсене хуçса-амантса пĕтереççĕ. Такамсем Шăмăршăри ипподром йĕри-тавра ешерекен хурăнсене те тапăннă. Вĕсем ахаль те йывăрпа çĕкленчĕç, халĕ акă - вăй илсе аталанма пуçласан - чунсăр çынсем сăтăр тăваççĕ. Йывăçсене хурахла (браконьера Ухсай Яккăвĕ çакăн пек ят панăччĕ) касакансене айăплама саккунĕ те пур. Анчах пурте "курман, илтмен, пĕлместпĕр" шухăшпа пурăнатпăр мар-и? Милĕке вăрман делянкисенче касма никам та чармĕ. Вăрман ĕçченĕсем ирĕк парсан, çут çанталăка сиен кỹмесĕрех милĕк ха- тĕрлеме май пур. Çавăнпа та вăрмана хурахла (браконьерла) çỹреме пăрахасчĕ. Тепĕр йывăçа - çĕмĕрте те нумай асаплантарать этем. Пирĕн "Как ты хороша, родная Шемурша, когда кругом черемуха цветет" юрă пур. Анчах ăçта-ха вăл çĕмĕрт йывăççи? Хамăрах хуçса-ватса, кĕтỹ çỹретсе тĕп тумарăмăр-и? Вăрманта ăнсăртран пĕр çĕмĕрт курсан та çырлаллă турачĕсене ава-ава хуçатпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра çĕмĕрт йывăççине Хĕрлĕ кĕнекене кĕртесси пирки калаçаççĕ. Пирĕн район вăрманĕ-сенче вăл тахçанах Хĕрлĕ кĕнекере пулмалли йывăç. Пыра-киле çак хурлăхлă шăпа ытти хăш-пĕр йывăçа те кĕтмĕ-ши? "Ан хуçăр-ха çĕмĕрт йывăçне, куккук ăçта ларса авăтĕ..." Итлетĕп те çак юрра, куçăм шывланать.
И.САЛАНДАЕВ.