05 июля 2014 г.
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн июлĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Тет" хыççăн кайсан.." статья мана тарăн шухăша ячĕ. Чăнах та, тĕрĕс мар сас-хура саракансем пирĕн пурнăçа пăсаççĕ, çыннăн таса ятне варалаççĕ, сывлăха хавшатаççĕ. И.Саландаев журналист каланă пек, ялта "тет" хыççăн каякансем те сахал мар, вĕсем элек саракансен усал шухăшне тỹрех ăнкарса илеймеççĕ. Ĕлĕкрех ялта агитаторсем пурччĕ, учительсем те халăхпа тĕл пулса калаçатчĕç. Вĕсем пирĕн ыйтусем çине тулли хурав паратчĕç. Паян тĕрĕс мар сас-хура саракансене никам та тăрă шыв çине кăлармасть. Республикăран тата районтан Информаци кунне ирттерме килеççĕ-ха, анчах вĕсем шкулта е больницăра пулнипех çырлахаççĕ. Ял пухăвне пуçтарса халăха вăл е ку çивĕч ыйту пирки ăнлантарса парассишĕн тăрăшакан çукрах. Пуху тенĕрен, хăш-пĕр çынсем унта та çỹресшĕнех мар. Нимĕн те интереслентермест-ши вĕсене? Агитаци ĕçне суйлав çывхарса çитсен çеç мар, кулленхи пурнăçра туса пымалла, халăха чăнлăха суяран уйăрса илме вĕрентмелле. Вара "тет" хыççăн каякансем те сахалрах пулĕччĕç.
С.АЛТЫНБАЕВ, ĕç ветеранĕ. Палтиел ялĕ.