05 июля 2014 г.
Приоритетлă наци программисене пурнăçа кĕртес ĕçсенче пур чухне те законсене пăхăнатпăр-и, йĕркене пăсмастпăр-и? Шăпах çак ыйтусене сỹтсе яврĕç район прокуратуринче район прокурорĕ С.Егоров ирттернĕ координацилле канашлура. Тỹрех палăртмалла: халĕччен право сыхлавĕн тата контроль органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле, комплекслă мероприятисене пурнăçа кĕртнĕ. Çавах та кунта çакна асăнса хăварни кирлĕ: прокуратура тĕрĕслевĕсем наци проекчĕсене пурнăçланă чух законодательство требованийĕсене пăснă тĕслĕхсене палăртнă. Çакă районти бюджет учрежденийĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те палăрать. "Сывлăх" приоритетлă наци программинех илер-ха. Сăмахран, Васанти фельдшерпа акушер пунк- тĕнче тата Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче (ОВОП) (вĕсем "Районти тĕп больница" бюджет учрежденийĕн структура подразделенийĕ-сем шутланаççĕ) халăха иммунитизациленĕ тапхăрта закона пăснă тĕслĕх-сене шута илнĕ. Васанта, холодильник ĕçлеменрен, иммунобиологи препарачĕсене упрамалли йĕркене пăхăнман, малтанхи пулăшу памалли аптечкăра адреналин пулман. Çавăн пекех, фельдшерпа акушер пунктĕнче вакцинăсем янă хыççăн çынсен поствакциналлă реакцине вăхăтра сăнаса тăрассине кирлĕ пек йĕркелемен. Асăннă фельдшерпа акушер пункчĕпе пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн заведующийĕсем пирки район прокуратури район больницин тĕп врачĕн ячĕпе представлени тăратнă. "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проекчĕ пирки те каласа хăвармалли пур. Вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайенче шкулсен директорĕсем асăннă программăна мĕнле пурнăçласа пынине тата вĕсенчен çирĕп ыйтас ĕçе япăх йĕркеленĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартса панă: Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул автобусĕ çине вăл каялла чакас умĕн сасă сигналĕ памалли хатĕр вырнаçтарман, унта водителĕн ĕç вырăнĕнче шалти тата тулашри калаçу установки те пулман. Кунсăр пуçне автобус аптечкинче упрамалли вăхăчĕ иртнĕ медицина препарачĕсене тытнă. Çакнашкал тĕслĕхсем Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул автобусĕ çинче те палăрнă. Прокуратурăн çакăн пирки те представлени тăратма тивнĕ. "Пурăнмалли çурт-йĕр" приоритетлă наци программи мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пырать-ха? Тĕрĕслев ку тĕлĕшпе Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн че закона пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çакă уйрăмах çурт-йĕр çавăрма çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене çĕр учас-токĕсем уйăрса парас ĕçре палăрать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче уйрăм тата юридици сăпатлă çынсене тивĕçлĕ документсемсĕрех строительство объекчĕсем тума ирĕк пани те, хăшĕсенчен законодательствăпа килĕшсе тăман документсем ыйтни те палăрнă. Ку тĕлĕшпе Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратма тивнĕ. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртнĕ çĕрте те Чăваш Республикин район администрацийĕ çумĕнчи специалистăн ĕçĕнче закона пăснă тĕслĕхсем палăрнă. Специалист документсен копийĕсене оригиналпа танлаштарса тĕрĕслессине йĕркелемен. Çавăн пекех, "Хлюкин А.К.", "Симурзин В.Н." хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, "Шанс" тата "Агрофирма "Колос" ОООсен элита вăрлăхсене çитĕнтерме субсидисем илме çирĕплетнĕ справка-расчетсем пулман. Справка-расчетсенче вĕсене хăçан тăратнине калакан датăсем пулманран вĕсене хăçан панине тĕрĕс палăртма çук. Наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре тунă преступленисене тупса палăртас тата документализацилес тĕлĕшпе оперативлă шырав чаçĕсем хăйсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелемен. Право сыхлавĕпе тĕрĕслев органĕсем мерăсем йышăнаççĕ пулин те приоритетлă наци программисен сферинчи преступленисене тупса палăртас ĕç эффективлă мар. Çакна 2013 çулхи тата кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи тапхăрта пĕр преступление те шута илменни çирĕплетет. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: право сыхлавĕн органĕсен сотрудникĕсене кирлĕ пек вĕрентсе хатĕрлеменни, тĕрĕслев органĕсем должноçри çынсем законодательствăна пăсни пирки информаци тăратманни. Сăмахран, асăннă сферăра прокуратура кăçалхи июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне йĕркене пăснă 19 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсем тăрăх 4 представлени тăратнă, айăплă икĕ çын пирки административлă право йĕркине пăснăшăн ĕç пуçарнă.
С.ЕГОРОВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.