Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслати кĕрленĕ чух мĕн тумалла?

05 июля 2014 г.

 Çут çанталăка тухсан аслатиллĕ çумăр пуçланчĕ пулсассăн кашниех ăçта та пулин пытанмалли шырать. Анчах та çакна ан манăр: вăрманта пулсассăн çỹллĕ мар йывăçсем айне çеç пĕшкĕнсе ларма юрать, çỹллĕ йывăç - тирек, хыр тата юман -  патне ан пырăр. Шыва кĕрекенсен часрах тухмалла, çыран хĕрринчен айккинерех каймалла, сăртлă-туллă вырăнсенчен айлăмалла анмалла. Уй-хирте пулсассăн çĕр çине выртма юрамасть, кукленсе ларса чĕркуççисене алăпа çупăрласа илмелле. Çĕр путăкĕ, лапам пур пулсассăн унта кĕрсе ларма юрать. Енчен те эсир мотоциклпа е велосипедпа пынă чухне аслатиллĕ çумăр пуçланчĕ пулсассăн транспорт çинчен анăр. Ăна çĕр çине хурса унран 20-30 метра пăрăнăр. Килте ларакансен чỹречесене, алăксене, кăмака юшкисене хупмалла. Кĕсье телефонĕпе те, килти телефонпа та ан калаçăр - проводсене те час-часах аçа çапать. Аслатиллĕ çумăр машинăпа пынă вăхăтра пуçланчĕ пулсассăн унтан ан тухăр, кантăкĕсене хăпартăр, радиоприемник антеннине антарăр. Енчен те сирĕн пурнăçăр хăрушлăхра, инкеке сирме никам та пулăшаймасть пулсассăн çăлав службине 112 номерпе мобильлĕ телефонпа шăнкăравлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика