05 июля 2014 г.
Раççей сучĕсенче пĕр ĕç кунĕнче кăна çĕр надзорĕ енĕпе 30 ытла ĕçе пăхса тухаççĕ. Çакă сахал теме чĕлхе çаврăнмасть. Ытларах та пулĕччĕ. Анчах ĕçе суда çитериччен вăл е ку лаптăк тĕлĕшпе тулли информаци пухмалла: документсене кăна мар, çĕр пахалăхне палăртма лаборатори тĕпчевĕсем те ирттермелле. Хăш-пĕр чухне хуçине пĕлес тесе тивĕçлĕ органсене çырупа тухса хурав иличченех вăхăт самай иртет. Лабораторире те хăвăрт пулакан ĕç мар. Чăнах та ĕнтĕ, çĕрпе çыхăннă ыйтусен çивĕчлĕхĕ чакмасть. Хальхи вăхăтра Раççейре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 20 миллион ытла гектар ахаль выртать. Çаксем тахçан акса-лартса тыр-пул, пахча çимĕç туса илнĕ çĕрсемех пулнă-ха, паян вара вĕсем патне "ал çитмест" е вĕсене урăх тĕллевпе усă кураççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, çулсерен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен калăпăшĕ 3,2 млн гектар пĕчĕкленет. Россельхознадзор ĕçченĕсем çакăн пек ăнлантараççĕ: паян "усă курман çĕрсем" терминпа темиçе çул çум курăк тата тĕм-йывăç айĕнче выртакан территорисем тĕлĕшпе усă кураççĕ. Кунашкал çĕрсем çинче нимĕн те туса илмеççĕ. Йăлари хытă каяшсем пăрахса тултарнă лаптăксем пирки те çаплах калаççĕ. Çак сăлтава пулах вĕсене пусă çаврăнăшĕнчен кăлараççĕ те. Çỹп-çап куписенчен ытла вĕсен айĕнчи пулăхлă тăпрана япăх витĕм кỹни хăрушлăх кăларса тăратать. Лаборатори тĕпчевĕсем çĕрсем йывăр металсен тăварĕсемпе сиенленнине çирĕплетеççĕ. 2013 çулта Раççейре муниципалитет пĕрлешĕвĕсем çителĕксĕр ĕçленине пула пуçтарăннă асăннă ведомство инспекторĕсем 2,1 пин çỹп-çап купи тупса палăртнă. Ахаль çынсен "айăпĕпе" вара - 920. Пĕтĕмпе вара кирлĕ мар япала пăрахнă 3,8 пин вырăн куç тĕлне пулнă. Кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн 26 млн тенкĕлĕх штрафланă. Чăваш Енре вара инспекторсем 25 ял тăрăхĕнче пулнă май 25 çỹп-çап купи асăрханă, пĕтĕмпе - 37. Пулăхлă сийе хырса илнипе те акма юрăхлă çĕрсемех пахалăхсăрланаççĕ. Пĕлтĕр Раççейре çак сăлтава пула 8 пин гектар шар курнă. Ыйту çивĕчлĕхне кура ку калаçу патне тепре те таврăнăпăр-ха. Акă сăмахран, çут çанталăк пурлăхне кăларнă май чи малтанах çĕрĕн çиелти сийĕ сая каять. Ăна вырăна каялла тавăрасси пирки шутлакан сахал. Иртнĕ çул Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем санкцилемен 5 карьер тупса палăртнă, Раççейĕпе вара - 400, пĕтĕмĕшле сиенлĕх - 2 миллиард тенкĕ. Пуринчен ытла Воронеж, Калуга, Тверь, Ростов, Челябинск тата Мускав облаçĕсенче çавнашкал карьерсем тĕл пулнă. Çỹлерех çырса кăтартнă тĕслĕхсенче тăпрана çынсем пĕлсе тăрсах сиен кỹни палăрать. Лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем 2013 çулта тăван çĕр-шывăмăрти 18 пин гектар çĕр пестицидсемпе, агрохимикатсемпе вараланнине çирĕплетнĕ.