05 июля 2014 г.
1972 çул Атăл тăрăхĕнче çăвĕпех уяр çанталăк тăчĕ темелле. Çавна пула тыр-пул тухăçĕ начар пулчĕ. Çитменнине тата вăрмансенче вут-кăвар та алхасрĕ. Килес çул валли акма вăрлăх та сахал. Патшалăха тытса пыракансем ял халăхне пуçа усма памарĕç. Выльăхсен йышне чакарас мар тесе Çĕпĕр, Краснодарпа Ставрополь тăрăхĕсенчен утă-улăм илсе килме пур майсем те туса пани питĕ хавхалантарчĕ. Колхозсемпе совхозсенче уйрăмах çĕр улми вăрлăхĕпе питĕ япăхчĕ. Çур аки çитсенех Белоруссирен Канаша вакунпа кỹрсе килнĕ вăрлăха шоферсемпе "Беларусь" тракторсемпе ĕçлекенсем ирне-каçне пăхмасăрах хуçалăхсене турттаратчĕç. Çапла вара 1973 çулта пĕр гектар çĕр те акăнмасăр юлман. Тыр-пул та ăнса пулчĕ. Анчах та çĕр улмипе чылай вăхăт хушши пысăк чăрмавсем тухса тăчĕç тени пĕрре те йăнăш пулмасть пулĕ. Уй-хирсемпе килти пахчасенче колорадо нăррисем хуçаланма пуçларĕç. Малтанласа ял çынни нăрăсене пуçтарса, кĕпе çумалли сода е топливо янă савăтсене ярса пĕтерме тытăннă. Урам варринче те çунтарнă. Çак "шуйттансенчен" хăтăлмашкăн ятарласа кăларнă наркăмăш сутма пуçларĕç. Хатĕрленĕ шĕвексене сапнă чух мĕнле кăна майпа усă курман пулĕ, мунча милĕкĕпе те пĕрĕхме тытăнтăмăр. Мĕнле тăрăшсан та вилсе пĕтеймеççĕ, çитес çул каллех ĕрчеме пуçлаççĕ. Юрать çийĕнчех наркăмăшпа усă курни самаях пулăшать. 80-мĕш çулсем çитес пе Казахстанпа Кăркăсстанран, Аçтăрханпа Саратов тата Самар облаçĕсенчен тĕш-тырă турттарса килсе "иккĕмĕш çăкăрпа" улăштарса каякансем, укçалла туянакансем хĕрỹ ĕçе пуçăнчĕç. Халăха çакă питĕ савăнтарчĕ. Реххет, кил умĕнчех вĕт. Выльăх-чĕр-лĕх усрама та, ĕрчетме те аван. Ытлашши юлнă продукцие сут та сут. Аванах пысăк тупăш. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ял халăхне колхозсемпе совхозсенчен çĕр лаптăкĕсем уйăрса парсан тĕрлĕ культура туса илме тытăнчĕç. Район центрĕнче пурăнакансене те çĕрпе тивĕçтерчĕç. Çĕр улми кăна мар, сахăр чĕкĕнтĕрĕ акса ỹстерсе, кỹршĕллĕ Пăвапа Чăнлăри заводсене сутса укçа тунă. Ал-ура çавăрмалли чи лайăх мел. 90-мĕш çулсенче мафипе коррупци текеннисем ял çыннине çĕр улми лартса ỹстерме пысăк чăрмав туса хучĕç тесен те юрать. Маларах асăннă туссем суту-илỹпе çỹреме пăрахса пыраççĕ. Хак йỹнелет. Выльăх-чĕрлĕхпе те çавах. Туса илекен продукци хăй хаклăхĕ вара çултан хăпарса пырать. Çитменнине çак колорадо нăррисем ĕçлес кăмăла пăсаççĕ. Ял таврашĕнчен аякра вырнаçнă лаптăкра улма лартса ỹстерекенсен йышĕ те самаях чакрĕ. Наркăмăш шĕвекне хатĕр-лесе сапмашкăн шывне инçетрен йăтмалла. Ăнса пулнă "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса илсе транспортпа турттарасси пирки сăмах та çитмест. Асапĕ пысăк: уйрăмах ватăраххисемпе сывлăхран япăхраххисемшĕн. Колорадо нăррисем çав-çавах иртĕхме пуçлаççĕ. Шел, пуян тата паха опыт пухнă ученăйсем вĕсене пĕтерме майсем шыраса тупаймаççĕ-ха. Юлашкинчен çак нăрăсене тĕп тăвас тесе мĕнле кăна пăтăрмахсем пулнине те асăнса хăварас килет. Мухмăрпа аптăранă çынсем хатĕр шĕвеке сăмакун тесе ĕçсе вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлни е районти тĕп больницăран аран-аран сывалса тухни те сахал мар пулчĕ. Нăрăсене пĕтерме наркăмăш сапнă хыççăн чĕре ыратнипе, юн пусăмĕ хăвăрт ỹснипе аптăракан ватă çынсем вилсе кайнă тĕслĕхсем те пулнă. Ĕçкĕпе иртĕхнĕ çамрăксем пенсионерсене "пулăшса" çуррине сапса, çуррине сăмакунла сутса шар кăтартни те сахал мар. Хăш-пĕр вĕт-шакăрсем пуçтарнă колорадо нăррисене лупас хыçĕнче е картишĕнче çунтарса кăшт кăна вут-кăвар тухайман самантсем те пулкаланă. Нăрă вара пурăнать те пурăнать, Америка нăрринчен чăваш нăрри пулса кайрĕ. Çĕр те çăтмасть хуть, аçа çапса та вĕлермест усалсене!
Г.СМАЕВ.