Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнеле мана пурнăç, аннеçĕм!

05 июля 2014 г.

Июлĕн 9-16-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн хулисемпе регионĕсенче РФ премьер-министр мăшăрĕ С.В.Медведева ертсе пыракан социаллă культура пуçарулăх фончĕ йĕркеленипе "Парнеле мана пурнăç" акци иртет. Ăна хальхи вăхăтра пирĕн обществăра питĕ çивĕч тăракан ыйтăва - абортсене хирĕç ирттереççĕ. Шутласа пăхăр-ха: хальхи вăхăтра кашни çуралакан 100 ача пуçне -  73 аборт тивет (çулсерен 1,6-1,7млн аборт тăваççĕ). Демографсем шутласа пăхнă тăрăх, 20-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче 90 млн ытла аборт тунă. Блокадăри Ленинградра та хальхи Санкт-Петербургринчен ача ытларах çуралнă. Çỹçенмелли цифрăсем! Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра куçа курăнман вăрçă пырать, тăван амăшĕсен варĕнче тĕвĕленнĕ мĕскĕн тĕпренчĕксене хирĕç пырать вăл! Кама пирĕн чунтан-вартан юратмалла, упрамалла-çавсене эпир пĕр шеллемесĕр мăшкăлтăк витрине пăрахатпăр! Мĕн тăватăр эсир, аннесем?! Кирек епле чĕр чун та, выльăх та хăйĕн çурисемпе çăвăрĕсене хытă сыхлать, хỹтĕлет: вĕсемшĕн вăл кирек хăçан та вилме хатĕр. Эпир, мĕскер, выльăх-чĕрлĕх тĕшне те тăми пултăмăр-шим? Пĕр çын тепĕр çынна вĕлернине пĕлсен, паллах, пурте тарăхаççĕ. Анчах та аборта çỹрекенсем пирки апла тарăхнине курма çук. Амăшĕ хăй ăшĕнче тĕвĕленнĕ пĕр айăпсăр ачине вĕлерни пĕр çын тепĕр çынна вĕлернинчен те хăрушăрах вĕт! Хырăм пăрахакан хĕрарăмсем чылайăшĕ хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ. "Юн чăмăркки анчах унта ман ăшра", -  теççĕ. Пĕлетĕр-и, эсир, хĕрарăм çие юлсанах, 18 кунтан (4 кун менструаци килмесен) пĕчĕк тĕпренчĕкĕн чĕри тапма тытăнать вĕт! Çичĕ эрнери пĕчĕк этемĕн шалти органĕсем ĕçлеме тата тулашри ỹт пайĕсем палăрма тытăнаççĕ. Унăн пуç мимийĕ ĕçлеме тытăнать, куçĕ, сăмси, çăварĕ, чĕлхи пур. Унăн скелечĕ çитĕнет, вăл хускалма тытăнать. Унăн виçи - 30 грамм, тăршшĕ - 1,5 сантиметр. Унăн юн системи ĕçлеме тытăнать, юн группи те паллă. 11-12 эрне тĕлне пĕчĕкçĕ этем пуçне пăркалама, питне пĕркелентерме, чышкине чăмăртама, çăварне шыраса тупса пỹрнине ĕмме пĕлет. Пулас этемĕн мĕн кирли пĕтĕмпех пур, малалла аталанмалли çеç юлать. Вăл амăшĕн ỹчĕн пайĕ мар! Вăл юн чăмăркки мар! Пĕчĕк тĕпренчĕкре уйрăм пурнăç амăшĕ пĕтĕленсе юлнă самантранах пуçланать. Вăл - вуçех те уйрăм çын. Анчах та амăшĕ кун çинчен пĕлмест. Хăйĕн ăшĕнче тĕвĕленнĕ айăпсăр пĕчĕк тĕпренчĕкрен шелсĕр хăтăлма шутлать. Ăна ача кирлĕ мар. Америка врачĕ Натансон виçĕ уйăхри эмбриона епле кăларса пăрахнине ультрасасăллă аппаратпа ỹкерсе илнĕ. Аборт тунă чух усă куракан инструмент хăй патнелле çывхарнине туять пĕчĕкçĕ этем: чĕтреме, пытанма, тарма тăрăшать, унăн чĕри хăранипе минутра 200 хут таран тапма тытăнать. Ача çăварне, пулăшу ыйтса кăшкăрнă пек, карса пăрахать... Шелсĕр инструмент мĕскĕн те хỹтлĕхсĕр ачан ỹтне пайăн-пайăн таткалать. Анчах унăн кăшкăрнă сассине никам та илтеймест... Аборт - усалтан та усал ĕç. Хырăм пăрахакан хăй те, ача ашшĕ те, ăна хырăм пăрахма канаш панă çын та, хырăм пăрахма пулăшакан сиплевçĕ те - пурте Турă умĕнче пĕр пекех айăплă. Вăл пурне те асăрхаттарса каланă: "Ан вĕлер", - тенĕ! Хырăм пăрахнă хыççăн хĕрарăмăн, сывлăхĕ хавшанисĕр пуçне, унăн пурнăçĕнче час-часах инкек-синкек килме тытăнать, чир-чĕр тапранса каять, çемье те арканса кайма пултарать. Вĕсем пурте çын вĕлернĕшĕн пулса тăракан хуйхă-суйхă мар-ши? Айăпсăр, хỹтĕленме те пултарайман пĕчĕкçĕ этем юнне юхтарнипе телей курма та, пурлăх хушма та çук! Тăвансем! Çуралман ачасене вĕлерсе çылăха кĕрер мар! Çут тĕнчене курма ĕлкĕреймен тăван тĕпренчĕксем сирĕн чĕре алăкне шаккаççĕ: "Пурнăç парнеле мана, аннеçĕм!" 

Л.КУЗНЕЦОВА, врач-гинеколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика