Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле канатăн, ял ачи?

08 июля 2014 г.

 Çак кунсенче район администрацийĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пынипе, право йĕркине пăсасран асăрхаттарас, наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешес тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлес, вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Лару ĕçне район прокурорĕ С.И.Егоров, полици уйрăмĕн начальникĕ С.В.Агеев, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, аслă вожатăйсемпе социаллă педагогсем хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп тема - ачасен çуллахи канăвĕн ыйтăвĕсем. Çу кунĕсенче районти 800-е яхăн ачан канăвне усăллă йĕркелемелле. Июнĕн 1-21-мĕшĕсенче шкул тулашĕнчи 4 лагерьте 116 ача каннă ĕнтĕ. Иккĕмĕш сменăра 7 лагерь ĕçлет, 169 ача сывлăха тĕреклетет. Лагерьсем çавăн пекех экологи, техника, патриотизм, художествăпа эстетика, спорт енĕпе воспитани парас ыйтупа та ĕçлеççĕ. Икĕ шкул лагерĕнче йывăртарах пурнăç условийĕсемлĕ çемьесенчи ачасем канаççĕ. Пĕрремĕш сменăра хула тула- шĕнчи лагерьсенче 20 ача каннă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ -  йывăртарах пурнăç условийĕсемлĕ çемьесенчен. 300-е яхăн ачана пĕр кунлăх походсемпе экскурсисене илсе кайма палăртнă. Ларура тухса калаçнисем çу кунĕсенче вут-кăвар тухасран асăрхаттарас тата шыва кĕнĕ чух тимлĕ пулас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе ачасем хушшинче профилактика ĕçне анлăн туса пымаллине палăртнă. Ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕпе куллен интересленмелле, ку тĕлĕшпе право йĕркине сыхлакан органсемпе пĕрлехи рейдсем йĕркелемелле. "Учительсен воспитани ĕçне кашни кун, каникул вăхăтĕнче вара икĕ хут активлăрах туса пымалла. Çу кунĕсем ачасен сывлăхне тĕреклетме, ăс-тăн пуянлăхне ỹстерме пулăшчĕр", -  палăртнă канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика