30 января 2013 г.
АНАТ ЧАТКАСРИ Леонид Синелев хуçалăхĕ лайăххисен шутĕнче. Ялта вĕсем ĕçченлĕхпе, тирпейлĕхпе палăрса тăраççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Леонид Иванович кил картинче 2 тиха, ĕне, 9 вăкăр пăру, сыснасем пур, кашта тулли чăх-чĕп ларать.
Тури Чаткасри Хамидуллинсем те ялта ырă ятлă. Вĕсем те выльăх-чĕрлĕхрен "чухăн" мар. Надыр Нетфулловичпа Фатима Шазамовна хуçалăхĕнче 2 ĕне, 2 вăкăр пăру, 2 çамрăк пăру, лаша, 10 ытла сурăх, йышлă чăх-чĕп тытаççĕ.