Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомание мĕнле çĕнтермелле?

30 января 2013 г.

ЧĂНАХ ТА, мĕнле майпа çĕнтермелле-ха наркомание; Ку – пурте пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса тумалли ĕç: çынсен кăмăл çирĕплĕхĕ, патшалăх органĕсен эффективлăхĕ, çул çитмен çамрăксене наркомание хирĕçле воспитани пани кирлĕ. Наркомание пĕтересси – икĕ комплекспа пулса пымалли ĕç.

Пĕрремĕшĕ – обществăна пур енлĕн сыватма тăрăшни, социаллă-экономикăллă тата культурăпа ăс-тăн потенциалĕсене аталантарни. Наркомани çулне пÿлесси çавăн пекех патшалăх енчен тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе те çыхăннă. Çак сиенлĕ йăлана вăйлă та сывă общество çеç пĕтерме пултарать.

Патшалăхăн та çамрăксем çине тимлĕх ытларах уйăрмалла, унăн ачасен тата çамрăксен организацийĕсене тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшмалла, е, пĕр сăмахпа каласан, ку тĕлĕшпе пĕр пĕтĕмĕшле система пулмалла: вĕренме май пурри, интереслĕ те лайăх укçаллă ĕç, çурт-йĕр çавăрма çăмăллăхлă кредит пани тата ытти те. Çамрăксене патриотизмла воспитани парассине вăйлатни те пысăк пĕлтерĕшлĕ: ятарлă çарпа патриотизм лагерĕсем йĕркелени, патшалăх енчен ачасемпе çамрăксен патронаж системине туса хунин усси пысăк.

Наркоманирен сыхланас тата унпа кĕрешес тĕлĕшпе патшалăх енчен ятарлă мерăсем йышăнни те кирлех. Çакна тума чи малтанах каварлашса преступлени тăвакан ушкăнсене хирĕç кĕрешÿ пуçарса ямалла. Мĕншĕн тесен, шăпах вĕсем наркомание саракансем пулса, çак юхăма çул çитмен çамрăксене явăçтаракансем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Наркологи учрежденийĕсене те вăхăтра пулăшу памалла: больницăра ку чухнехи оборудовани кирлĕ, укçа-тенкĕ те çителĕклĕ таран уйăрса памалла – унсăрăн инкеке хирĕç кĕрешнин эффективлăхĕ çÿллĕ шайра пулас çук. Урă тата сывă пурнăç йĕркине те тата ытларах, анлăрах пропагандăламалла, çамрăксене физкультурăпа спорт юхăмне явăçтарма тăрăшмалла. Çакă, ман шутпа, кулленхи пурнăç норми пулса тăмалла.

Çавăн пекех, наркотиксемпе тата эрех-сăра ĕçнĕшĕн яваплăха ÿстерессишĕн законсене вăйлатни те ырă витĕм кÿнĕ пулĕччĕ. Наркомансемпе ĕçкĕпе иртĕхекенсене, айăп тыттарнисĕр пуçне, ирĕксĕрлесех сыватмалла, килĕшменнисене вăхăтлăха обществăран уйăрни те кирлех пулĕ тетĕп.

Паян пурин те пĕр тĕллев пулмалла, вăл – çĕр-шыва майĕпен вилсе пĕтесрен çăлса, ачасемпе çамрăксене наркоманирен упраса хăварасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика