30 января 2013 г.
Мария Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитнĕ май
Мария Ухсай чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайăн мăшăрĕ пулнипе кăна мар, ăста çыравçă пулнипе те паллă. Унăн произведенийĕсене çынсем халĕ те юратса вулаççĕ.
Мария Дмитриевна 1908 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан пулас çыравçă малалла, пĕлÿ илес шутпа, Шупашкарти педагогика техникумне кайса кĕнĕ, унтан 1929 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн çамрăк учитель тĕрлĕ шкулсенче ачасене вырăс чĕлхипе литература вĕрентнĕ. 1933-1937 çулсенче вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, алла диплом илсен ăна Канашри педагогика училищине ĕçлеме янă. Каярахпа М.Ухсай Ульяновскри чăваш педагогика училищинче ĕçленĕ.
1940 çул вĕçĕнче М.Ухсай Шупашкара куçса килнĕ, Ухсай Яккăвĕпе çемье çавăрнă. 1946 çулта пĕтĕмпех литература ĕçне парăннă. Малтанласа вăл ача-пăча калавĕсем çырнă, хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнĕ, унăн малтанхи кĕнекисем кун çути курнă.
Писателĕн произведенийĕсен тĕп теми – чăваш халăхĕн иртнĕ тата хальхи пурнăçĕ. Вăл социаллă темăсенчен те пăрăнса иртмен – ялти класс кĕрешĕвне анлăн та витĕмлĕн çутатса пама пултарнă. Ку тĕлĕшпе унăн чăваш литературин ылтăн фондне ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă "Кăра çилсем" повеçне уйрăммăн палăртса хăвармалла. Унти кашни сăнар – халăхран илнĕскерсем, кашнин – хăйĕн характерĕпе кун-çулĕ.
Мария Ухсайшăн драматурги те ют пулман. Унăн пьесисене театрсенче пĕрре çеç мар лартнă, 1974 çулта "Чĕмпĕр чанĕсем" пьеси "Чăваш пьесисем" сборникра пичетленсе тухнă. Çыравçăн тепĕр паллă пьеси – "Унтрийка". Ăна СССР космонавт-летчикне А.Николаева халалланă.
Литературăсăр пуçне М.Ухсай общество ĕçне те хастар хутшăннă: Чăваш Писателĕсен союзĕн правлени членĕ пулнă, СССР Писателĕсен союзĕн иккĕмĕш съездне делегат пулса хутшăннă. Унăн ĕçне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе хакланă, ăна çавăн пекех Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă, "Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Мария Ухсай çырнисене вулакансем яланах ырласа йышăннă, вĕсене критиксем те лайăх хак панă. Писателĕн произведенийĕсене шкул программине те кĕртнĕ. Унăн кĕнекисене вырăсла та куçарса кăларнă. Çыравçăн паллăрах кĕнекисем: "Калавсем", "Кăра çилсем", "Драмăсем", "Комедисем", "Ташă". Пултаруллă çыравçă 1949 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ пулнă. Вăл 1969 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.