16 июля 2014 г.
Раççей Президенчĕн Атăл çи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабичпа Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Максим Соколов округри регионсенче транспорт комплексне аталантарас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Канашлун тĕп теми - "Европа-Хĕвел анăç Китай" транспорт маршрутне йĕркелесси, регионсенчи транспорт проекчĕсен ыйтăвĕсем. "Европăра, Казахстанра, Китайра транспорт маршрутне туса хуни Атăл çи Федераци округĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, - палăртнă Михаил Бабич. - Транспорт коридорĕ пилĕк субъект урлă иртмелле. Маршрутăн пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ - 8,5 пин километр, 2,2 пин километрĕ пирĕн çĕр-шыв витĕр тăсăлĕ". Халĕ Пĕтĕм тĕнчери килĕшĕве алă пусассине кĕтмелли çеç юлать. Çакăн хыççăн асăннă проект пурнăçа кĕме тытăнмалла. "Пирĕншĕн ĕçсен формачĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ юлашкинчен Михаил Бабич. - Çул-йĕрпе транспорт аталанăвĕ шăпах çакăнтан нумай килнине лайăх ăнланатпăр".