Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул пулатех!

16 июля 2014 г.

Çул пулатех!

 Çак ỹкерчĕк çинчи Шкул урамĕ унччен Палтиелĕнчи чи çăрăлчăк та халăха пăшăрхантаракан урамччĕ. Уйрăмах йĕпе-сапаллă кĕркунне е çуркунне урампа çỹреме кансĕрччĕ. Шкул урамĕнче пурăнакансем патшалăх пулăшасса кĕтсе пурăнчĕç-пурăнчĕç те, иртнĕ çул хăйсен вăйĕпе çул тума пуçăнчĕç. Çĕр хăпартрĕç, вун-вун машина хăйăр турттарчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕр пус укçа ыйтмасăр (ыйтсан та укçи çук!), хăйсен транспорчĕпе пысăк ĕç турĕç. Кăçал вара, ял халăхĕ тăрăшнине хисепе хурса, ял тăрăхĕн администрацийĕ Шкул урамĕ валли хăйĕн бюджетĕнче 350 пин тенкĕ тупма пултарчĕ. Çак укçа-тенкĕпе 280 метр тăрăшшĕ çул çине вак чул сарса тухрĕç. - Пыра-киле асфальт та пулĕ-ха!  - теççĕ Шкул урамĕнче пурăнакансем. - Халĕ пирĕн çуртсен умĕсенче тирпей-илем тумалла, "Чи лайăх урам" ята çĕнсе илессишĕн тăрăшмалла. 

С.АЛТЫНБАЕВ, ĕç ветеранĕ. Палтиел ялĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика