Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артист, композитор (Гаврил Митрофанов çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май)

16 июля 2014 г.

Пирĕн паллă ентеш Гаврил Федорович МИТРОФАНОВ 1924 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Ярăслав ялĕнче çуралнă. 1939 çулта Васанти тулли мар вăтам, 1942 çулта Палтиелĕнчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Унăн искусство еннелле туртăнасси шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланнă - халăх инструменчĕсен оркестрĕн ĕçне хаваспах хутшăннă. Çакă ăна кайран та сахал мар пулăшнă. 1942 çулхи сентябрьте Г.Митрофанов фронта тухса кайнă, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешнĕ. Разведка взвочĕн командирĕ пулнă вăл. Лейтенант Берлина штурмланă çĕре те хутшăннă, патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Фронтра виçĕ хутчен аманнă. Çартан демобилизаци йĕркипе 1947 çулта таврăннă, аккордеонпа калама вĕреннĕ. Çакăн хыççăн вăл куçса çỹрекен колхоз театрĕнче музыкант тата артист пулса ĕçлеме тытăннă. Г.Митрофановăн пĕрремĕш ролĕ, хăй каланă тăрăх, çак театрта лартнă "Ылтăн вăчăра" (Л.Агаков повеçĕ тăрăх) спектакльти Коробов ролĕ. Гаврил Митрофанов Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 1956 çулта ĕçлеме пуçланă, музыкант тата артист пулнă. Артист ăсталăхне театр çумĕнчи студире алла илнĕ. Вăл "Ашкăнчăк инкесем" (В.Шекспир) спектакльте Симпл, "Лăпкă Дон" (М.Шолохов) спектакльте Егоров ролĕсене уйрăмах ăста вылянă. Вăл ытларах пĕчĕк рольсене вылянă. Паллăрах рольсем: прокурор (В.Ампилов. "Салтак арăмĕ"), Биктомир (Ч.Айтматов. "Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм"), Хури (И.Петрова. "Телейпе Илем"). Гаврил Федорович кĕвĕ ăсти пулнипе те паллă. Халĕччен композитор сахал мар юрă çырнă, чи малтанхи юррине 1948 çулта П.Ялкирăн "Хастар командир" сăвви тăрăх кĕвĕленĕ. Анлă сарăлнă юррисенчен çаксене асăнмалла: "Çĕр-шывăмăр", "Ăсатса яр, тăван", "Хăна юрри", "Юрату юрри", "Кĕрен чечек", "Мĕншĕн куртăм-ши сана", "Пирĕн ял пики", "Улмуççи" тата ыттисем те. Пĕтĕмпе 60 ытла юрă çырнă. 18 юрри "Çамрăк-лăх кĕввисем" (1976) автор сборникĕнче пичетленсе тухнă. Г.Митрофанов спектакльсене музыкăпа илемлетес тĕлĕшпе те сахал мар ĕçленĕ. "Савнă тусăм, хура куçăм" (Н.Айзман), "Ылтăн вăчăра" (Л. Агаков) тата ытти спектакльсемпе театр постановкисем валли кĕвĕсем çырнă. Тивĕçлĕ канăва 1986 çулта тухнă. Гаврил Федорович Митрофанова "Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă (1993), Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн (1955) тата СССР Культура министерствин (1978) Хисеп грамотисемпе наградăланă. Г.Митрофанов 1965 çултанпа Композиторсен ассоциацийĕн членĕ пулнă. Вăл 2001 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика