19 июля 2014 г.
Федерацин "Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕ пурнăçăн пур енне те пырса тивет. Акă район ертỹлĕхĕнче икĕ пуçлăх. Хăшĕ аслăрах? Тен, мĕн пур полномочие малашне пĕр пуçлăха кăна памалла? Çак тивĕçе пурнăçлама ăна халăх сасăлавĕпе палăртмалла е çỹлти влаç тытăмĕ хăйĕн хушăвĕпе, контракт йĕркипе çирĕплетмелле? Çак тата ытти ыйтусем тавра уçă калаçу пычĕ те ĕнтĕ ытлари кун район администрацийĕнче иртнĕ район активĕн пухăвĕнче. Пуху ĕçне район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, Федерацин №131-ФЗ тата №136-ФЗ саккунĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн членĕ П.Краснов, асăннă ушкăн членĕ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район тата ял Пухăвĕсен депутачĕсем, ял старостисем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ П.Краснов ăнлантарнă тăрăх - федерацин асăннă, улшăнусем кĕртмелли саккунĕ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсене çĕнетсе лайăхлатать, унта регионсен ертỹлĕхĕ валли хăйсен ĕçне туллин туса пыма, халĕччен хăш-пĕр ыйтура "ал-урана çыхса хунă" пайсене е статйисене улăштарма май паракан самантсем пур. Саккуна сỹтсе явнă май, статьясемпе уйрăм положенисене тĕплĕн тишкермелле, иккĕмĕш тапхăрĕнче вара муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тĕрлĕ шайри ертỹçисен полномочийĕсем уçăмланĕç. Муниципалитет влаçĕн территорири халăхпа çывăхрах пулмалла, унăн нуши-тертне ăнланмалла, пурнăçри кăткăс ыйтусене пĕрле татса памалла, - терĕç пухура тухса калаçакансем. Паллах, полномочисен уйрăмлăхĕ питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вырăнти влаç тытăмне реформăлама чи малтанах кашнин полномочийĕсене уçăмлăн чикĕлемелле, кашни муниципалитетăн функци тивĕçĕсем кашниншĕн ăнланмалла пултăр. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев саккуна улшăнусем кĕртнĕ чух халăх шухăшĕ-сĕнĕвĕ тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ.
С.ИВАНОВ.