19 июля 2014 г.
Чăваш Енре пурăнакансен 5,57 проценчĕ патшалăх çăмăллăхĕсене илмелли пĕрлĕхлĕ порталта (ЕПГУ) регистрациленнĕ. Çак кăтартупа пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче - тăваттăмĕш, Раççей субъекчĕсен йышĕнче вăтăр пиллĕкмĕш вырăнта. Чăваш Республикинче патшалăхăн 42 çăмăллăхĕпе муниципалитетсен 27 çăмăллăхне электрон меслечĕпе илме пулать, çак пулăшупа усă курас тесен документсене ЕПГУ урлă çеç тăратмалла. Сăмахран, портал урлă мăшăрланакансем заявлени пама, ача çуралсан уйăхсерен паракан пособие илмешкĕн кирлĕ хутсем йĕркелеме пултараççĕ. ЕПГУ çăмăллăхĕпе Раççей Федерацийĕнче пурăнакансем çеç мар, урăх çĕр-шыв гражданĕсем те усă курма пултараççĕ. Врач патне йышăнăва çырăнма, уйрăм предприниматель пулас тесен регистраци иртме тата ытти çăмăллăхсемпе усă курма май пур.