Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ çуртсенчен - çĕннисене

19 июля 2014 г.

 "Граждансене кивелсе çитнĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕннисене куçарасси çинчен" республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, пирĕн районта 2013-2017 çулсенче 45 çемьене (98 çынна) çĕнĕ çуртсене куçармалла. Пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 1236,69 тăваткал метр, çак ĕçе пурнăçлама тĕрлĕ çăл-куçсенчен 33,4 миллион тенкĕ укçа уйăрма пăхнă. Хальхи вăхăтра Шăмăршăри Ленин урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт тăваççĕ. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче 22 çемье çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçĕ. Ытти çемьесем çитес çул çĕнĕ çурта куçнине уявлĕç. "Граждансене кивелсе çитнĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕннисене куçарасси çинчен" республика программи 2005 çулта ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăртанпа районти 392 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 

М.САЛАХОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика