Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршер тĕрлĕ лĕпĕш, нăрă…

19 июля 2014 г.

 Пĕлмелли, курмалли чăннипех те нумай. Сахал-им пурнăçра "кăвак хуппи?" Шăпах çакна уçса пама шутланă та ĕнтĕ "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче. Кунти курав залĕнче çак кунсенче "Тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсем" выставка ĕçлеме тытăннă. Чăннипех те пуян вăл. Пăхатăн та, çакнашкал пысăк (хăшĕсем вĕçен кайăксем пекех) лĕпĕшсемпе нăрăсем пуррине ĕненес те килмест. Иккĕленỹ самантрах çухалать: пур иккен, пурте - куç умĕнчех. Экспозици авторĕ - республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те паллă энтомолог В.Лосманов. Шупашкарта пурăнать вăл. Куравра - пирĕн тăрăхра тата Раççейре тĕл пулакан лĕпĕшсемпе нăрăсем кăна мар, пĕтĕм тĕнчипех сарăлнисем. Çут çанталăк тĕпчевçи вĕсене пĕтĕмпех класификацилесе тухнă, уйрăмшарăн вырнаçтарнă. Виссарион Петрович çак тĕлĕнмелле пуян зкспозицие ĕмĕрĕпех, тĕрĕсрех каласан, хĕрĕх çул ытла пуçтарнă. Çак хушăра энтомолог тропик тăрăхĕнчи нумай çĕр-шыва çитсе курнă, вĕсенче хурт-кăпшанкă тĕнчине тĕпченĕ. Куравра - тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсен тăватă пин ытла тĕсĕ. Энтомолог вĕсене ăçта тупни, вĕсен ячĕсем пирки те тĕплĕн ăнлантарнă. 

Ю.СТЕПАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика